Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куçса çÿрекен офис

Çынсене ĕç вырăнĕ тупса пама, вĕсене информаципе консультаципе тивĕçтерес тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центра мобильлĕ офис панă. Кирек епле çанталăкра та мобильлĕ офис клиентсем патне çитсе вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултарĕ. Ăна компьютер техникипе, ăшăтмалли системăпа, кондиционерпа пуянлатнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем районти предприятисене, учрежденисемпе организацисене çитсе ялсенчи урамсенче граждансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерĕç.



08 октября 2010
00:00
Поделиться