Пенси «+» паллипе пултăр тесен
Пулас пенси валли кашниех хăй ирĕкĕпе взнос хывма пултарать. Çапла тăвас тесен патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнмалла. Унăн тĕллевĕ ансат: гражданинăн çулталăкра 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин таран хывмалла. Патшалăх хутшăннипе çак взнос икĕ хут пысăкланать. Укçана ĕçрен куçарас тесен çын çырнă заявление тĕпе хурса бухгалтери çав суммăна шалуран уйăхсерен тытса юлать. Хăй тĕллĕн кирек хăш банк урлă куçарма та юрать. Программăна хутшăнакансем налук çăмăллăхне тивĕçтереççĕ.
Управлени пенси виçине еплерех ÿстермелли, ăна валли пухнă укçапа хуçаланмалли çинчен граждансене ăнлантарсах тăрать. Çак тĕллевпе республикăри «Пулас пенсие йĕркелеме вĕрен» ятарлă акципе пĕлсе усă кураççĕ кунта. Унăн пĕрремĕш проекчĕн - «Уçă урокăн» тĕллевĕ - вĕренекен çамрăксене пулас пенсие ÿстермелли майсемпе паллаштарассипе çыхăннă. «Производство практики» вара ĕçпе тивĕçтерекенсем тата производствăна хутшăнакансем валли. Тĕплĕнрех программа пирки çак телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать: 8-800-505-55-55, 8-835-44-2-14-86 begin_of_the_skype_highlighting 8-835-44-2-14-86 end_of_the_skype_highlighting.