Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Профилактика ĕçĕсем ытларах ирттермелле

Район администрацийĕн ларусен залĕнче хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата право йĕркисене пăсассине хирĕçле профилактика ĕçĕсем туса ирттерекен комиссин пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин пай начальникĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, право йĕркисене пăсассине хирĕçле профилактика ĕçĕсем туса ирттерекен комиссийĕн членĕсем, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе сотрудникĕсем, прокурорăн аслă помощникĕ хутшăннă.

Унта «2009-2012 çулсенче Вăрмар районĕнче право йĕркисене пăсассине хирĕçле профилактика ĕçĕсем туса ирттересси» районти тĕллевлĕ программăна Пысăк Енккассинчи, Кавалти ял тăрăхĕсем мĕнлерех пурнăçласа пыни пирки асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Смирнов, Кавал ял тăрăхĕн специалисчĕ О.Тихонова, районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участокри уполномоченнăйсем А.Константинов, Е.Евдокимов тухса калаçнă.

Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Смирнов палăртнă тăрăх, ял администрацийĕпе профилактикăн вырăнти канашĕ канмалли кунсенче каçхи вăхăтра обществăлла вырăнсене тĕрĕслесе тăма ятарласа патруль йĕркеленĕ. Кăçал профилактика канашĕн ларăвĕнче вĕсем пурĕ 19 ыйту пăхса тухнă. Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕнче ирĕклĕ дружинăсем те йĕркеленĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕ А.Константинов палăртнă тăрăх, асăннă ял тăрăхĕнче кăçал 10 преступлени (иртнĕ çул - 9) пулнă. Çул çитмен ачасемпе тĕрлĕ профилактикăлла ĕçсем туса ирттерни çинчен те чарăнса тăчĕ А.Константинов. Çавăн пекех ял тăрăхĕнче ăнăçсăр çемьесемпе профилактикăлла мероприятисем ытларах ирттермелли те тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ.

Кавал ял тăрăхĕн специалисчĕ О.Тихонова асăннă программăна пурнăçласа кăçал чылай ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. Ял тăрăхĕнче ăнăçсăр çемьесен пуçлăхĕсемпе профилактика канашĕ ятарласа калаçу ирттернĕ, хăшĕ-пĕрисене асăрхаттарса хăварнă. Çавăн пекех хĕрарăмсен канашĕ ĕçленине, вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернине, обществăлла вырăнсенче патруль, пĕчĕк ялсенче кашни çулах ял уявĕсем йĕркеленине каларĕ О.Тихонова специалист.

Унтан районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов сăмах илчĕ. Вăл Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи профилактика канашĕ çÿлерех асăннă тĕллевлĕ программăна пурнăçлассипе çителĕксĕр ĕçленине, документацисене йĕркелесе çитерменнине палăртрĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен çул çитмен ачасемпе ытларах ĕçлемеллине, ăнăçсăр çемьесене тупса палăртса вĕсемпе профилактикăллă мероприятисем ирттермеллине каларĕ.

Граждансен 2010 çулхи çуркуннехи призывăн пĕтĕмлетĕвĕсем тата кĕрхи призывăн тĕп задачисем ыйтупа Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсем хушшинчи пай начальникĕ М.Пуклаков тухса калаçрĕ. Вăл çурхи призывпа Вăрмар тата Куславкка районĕсем плана 127 процент тултарнине пĕлтерчĕ. Кĕрхи призыв пуçланнă май çамрăк граждансене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ярассипе ял тăрăхĕсен активлă ĕçлемеллине, призывника салтак службине ăсатма вырăнта мероприятисем йĕркелемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех çар службине тăракансен йышĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула (тĕрлĕ чирсемпе чирлени, психика тĕлĕшĕнчен айăплисем пурри, салтак службинчен тарса çÿрени) çулран-çул чакса пырать. «Çамрăк гражданинăн тĕп тивĕçĕ - Тăван çĕршыва хÿтĕлесси. Çакна яш-кĕрĕмĕн пĕрре те манас пулмасть», - терĕ Михаил Анатольевич хăйĕн калаçăвне пĕтĕмлетсе. Юлашкинчен пĕтĕм ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕç.



08 октября 2010
00:00
Поделиться