Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Участоксем суйлава хатĕр

Октябрĕн 10-мĕшĕнче суйлавçăсем район депутачĕсен Пухăвĕн, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене тата ял пуçлăхĕсене суйлĕç. Çак куна район территорийĕнчи пур 44 суйлав участокĕ те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пурне те вĕсене суйлав бюллетенĕсемпе çителĕклĕн тивĕçтернĕ. Кашни кун графикпа дежурство тăрассине йĕркеленĕ, çавăн пекех кашни участокрах йĕркелĕхшĕн яваплă милици сотрудникĕ пулĕ. Пур суйлавçăна та йыхрав хучĕсем парса тухнă. Суйлав пирки харпăр-хăйне интереслентерекен ыйтусем пирки ятарлă стендсем хатĕрленĕ.

Участок комиссийĕсем граждансен списокĕсене тепĕр хут пăхса тухса тĕрĕсленĕ хыççăн 21530 суйлавçăна регистрациленĕ.

Уйрăмах пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакансене чĕнсе калас килет: сире октябрĕн 10-мĕшĕнче суйлав участокĕсенче кĕтеççĕ.



08 октября 2010
00:00
Поделиться