Ваттисене чысларĕç
Арапуç. Çак куна халалласа Ваттисен çуртĕнче уяв иртрĕ. Аслă ăру çыннисем - ăс-хакăл çăл куçĕ, вĕсен пуян опычĕ çамрăк ăрăва малашлăхра аталанса пыма пулăшать. Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем те хăйсен пурнăç çулне чыслăн утса тухнă. Пĕрисем тăван хуçалăхра вăй хунă, теприсем тĕрлĕ предприятисенче тăрăшнă. Çак уявпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов, «Чăвашсетьгаз» акционерсен уçă обществин «Козловкамежрайгаз» филиалĕн Вăрмар газ участокĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр директорĕ Ж.Дмитриева саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. «Ватă çын - тăватă çын», - теççĕ халăхра. Сирĕн пурнăçри пуян опыт çамрăк ăрушăн питех те паха. Йывăрлăхсене чăтса ирттернĕшĕн, пуласлăхшăн тăрăшнăшăн сирĕн умăрта пуç таятпăр. Малашлăхра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр», - терĕ К.Никитин. Ватăсене информаци тĕнчипе пуянланмашкăн тĕслĕ телевизор парнелерĕ. Вăрмар газ участокĕн начальникĕ Н.Васильев, аслă ăрурисене уявпа саламларĕ, кăçал Ваттисен çуртне çут çанталăк газĕ кĕртессипе чылай ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ.
З. ПАВЛОВА.
Аслă Чак. Чунĕпе çамрăккисен уявне ку хутĕнче ялти библиотекăра ирттерчĕç. Çак куна хатĕрленсе ялти культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Малтанах куçа лекекенни - библиотекăра тĕрлĕрен ăслă шухăшлă ваттисен сăмахĕсене çыра-çыра çакни, ытти тĕрлĕрен стендсем... Савăнăçлă пухăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин уçрĕ, Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕпе ăшшăн саламларĕ, ял тăрăх администрацийĕн ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă май ватă çынсем ăс парса вĕрентсе пынине пурнăçа кĕртсе пыни пирки каларĕ.
«Арабоси» агрофирмăн Аслă Чакри уйрăмĕн управляющийĕ В.Иванов та ватăсене чунтан тухакан сăмахсем каласа саламларĕ.
Ватăсене хисеплесе ялти шкулта вĕрентекенсем - Ю.Иванова, Е.Егорова, Р.Петрова, Р.Теплова, И.Яковлева тата 4-мĕш класра вĕренекен ачасем юрăсемпе сăвăсем урлă ăшă сăмахсем каласа саламларĕç. Чи кĕтни вара вĕсемшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн саламĕ пулчĕ. «Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн ăраскалĕ. Эсир хăвăрăн ачăрсемпе мăнукăрсен, малтан пĕрле ĕçленисен ырă хисепне тивĕç. Сире çак паллă кунпа саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, çемьере тăнăçлăхпа килĕшÿ сунатăп», - терĕ Константин Владимирович.
Шкул ачисем ватăсене чĕрĕ чечексем парнелерĕç.
А.НИКОЛАЕВА.
Кĕтеснер. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ирхине 10 сехетре халăх ялти Культура çуртне пухăнчĕ.
Салам сăмахĕсем хыççăн Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене илемлĕ концертпа савăнтарчĕ. Уяв сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. «Артистсем» вара Эçпепе тата Кивĕ Шулхан ялĕнчи ватăсене саламлама çул тытрĕç. Кунта та халăх чылай пухăннă. Вĕсем те пире хапăл тусах йышăнчĕç, чечек çыххисем парса хавхалантарчĕç.
Л. ЛОМОНОСОВА.
Энтрияль. Ваттисен кунĕнче Шăплат, Шутнерпуç ялĕсенче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов пулчĕ, кунта пурăнакансене уявпа саламларĕ. Г.Смирнова, В.Семенов тата ытти артистсем уява савăнăçлă юрăсемпе илемлетрĕç. Çакăншăн ял çыннисем вĕсене чун-чĕререн тав турĕç.
С. АЛЕКСАНДРОВА