Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш пулсах юласчĕ

Шутлă кунсем кăна тăрса юлчĕç Раççей халăхĕн çыравĕччен. Мĕн илсе килет-ха вăл, мĕнпе паллă юлать? Кирлĕ-и-ха пире çакнашкал мероприяти? Каламасăрах паллă: кирлĕ.

Эпир ун тăрăх халăх интересĕсене, пĕлÿпе, ĕçпе, çав шутра йышпа епле шайра пулнине шута илетпĕр. Иртнĕ çырав пулнăранпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ, чылай улшăнусем хыçа юлчĕç. Ялсенче кĕмĕлленнĕ çÿçлисем палăртнă тăрăх, çулланнисемпе шур сухалсен йышĕ палăрмаллах ÿснине каламалла. Çамрăксем вара, шел пулин те, ялта тытăнса тăрасшăн мар. Мĕн калăн ĕнтĕ, ялсенче вĕсем валли ĕç çук. Пĕр-пĕр уйрăм хуçалăх йĕркелесе янă хуçа патне тара кĕрешсен кăна ĕнтĕ. Вăл та пулин хыт кукар, йăпăр-япăрах укçана кăларса парасшăн мар. Инçе çула кĕскетсе шапаша çÿреççĕ çамрăксем. Çапла вара ялсем ватăлса пыраççĕ. Чылай çĕрте ача-пăчан хаваслă сассисем илтĕнми пулчĕç, шкулсемпе ача сачĕсем хупăнаççĕ, автансăр яла каякансем те ял сăн-сăпатне пушатса хăвараççĕ. Эрех-сăрапа айкашакан, сарăмсăр вилекен те нумай. Ырă пурнăç йĕркине пăхăнманран çакă. Эпир хамăра кăкăр çапсах чăвашсем тетпĕр хăш чухне. Яланах çапла пуласчĕ пирĕн. Хăш наци çынни пулнине пытармалла мар, паспортра кăтартман пулсан та. Чăваш вăл ĕçпе те, чунпа та пуян халăх. Килен-каяна çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе ăсатса ярать. Çавăнпах ĕнтĕ çĕр айĕнчи пуянлăх çук пулсан та чылай енĕпе кÿршĕ регионсене хыçа хăварма пултартăмăр. Ку пирĕн хăватлăх, пархатарлăх пысăк пулнинчен килет. Чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене ăслă-тăнлă тăвас тесе çунать. Пусахласах вырăсла пуплет, чăваш чĕлхине манăçтарсан çĕнĕ ăру вара чăнах та, чăваш хушшинче ÿснĕ пулсан та, урăх шайри культурăна алла илет, унăн анлă алăкне уçса кĕрет, тăван çепĕç чĕкеç чĕлхиллĕ пуплевне манăçса пырать.

Çак çыравра эпир чăн-чăн чăваш пулнине палăртатпăр. Килес кунсенче çакăн çинчен пĕтĕм тĕнче илтмелле чуна уçса, кăкăра çапса чăваш çынни пулни çинчен пĕлтерме вăхăт.



12 октября 2010
00:00
Поделиться