Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаксен виçине тĕрĕслесех тăратпăр

Кăçалхи çу ытти çулхисемпе танлаштарсан пур енĕпе те уйрăлса тăчĕ. Тĕш тырă та, çĕр улми те çителĕклĕ çитĕнеймерĕ. Çакă çынсен умне шиклĕх кăларса тăратрĕ темелле. Туса илнĕ пурлă-çуклă пахча çимĕçе анинче чухне чылайăшĕсем ытлă-çитлĕ илсе хурас тесе васкарĕç. Патшалăх енчен хаксене тĕрĕслесех тăнине пăхмасăрах, малтанхи вăхăтсенче хаксем ытла та ÿссе кайни пурне те питĕ пăшăрхантарни сисĕнчĕ. Çавăнпа та районти хăш пĕр бюджетлă организацисем - çынсемпе ытларах таччăн çыхăннисем - муниципаллă учрежденисем умĕнче тăракан ыйтусене татса парас тĕллевпе социаллă пĕлтерĕшлĕ продуктсене малтанхи вăхăтра хаклăрах хакпа туянса ĕлкĕрнĕ. Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче çакăн пек тĕслĕхе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче тата районти тĕп больницăра тупса палăртнă. Пĕрисен ачасене вăхăтра та туллин апат-çимĕçпе тивĕçтермелле, теприсен - чирлĕ çынсене. Çапла вара вĕсем туянакан хаксене ÿстерсе янă пек килсе тухнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе хаклăрах туяннăшăн, хакăн уйрăмлăхне шутласа вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн 210 тенкĕ, районти тĕп больницăн 7002,5 тенкĕ бюджет укçине кассăна хывма тивнĕ. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта кăна мар, ытти çĕрте те килсе тухнă. Акă, тĕслĕхрен, Çĕрпÿри районти тĕп больницăн 81,0 пин тенкĕ, Чурачăкри участок больницин 5,9 пин тенкĕ, Пăрачкав районĕн тĕп больницин 20,2 пин тенкĕ тавăрса пама тивнĕ. Çавăнпа та çакăн пек тĕслĕхсем килсе ан тухчăр тесе хаксене тĕрĕслесех тăратпăр, кирлĕ çĕрте кирлĕ сĕнÿсем паратпăр.



12 октября 2010
00:00
Поделиться