Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Н.Пуклаков çулне суйлакансем йышлă

Шăхальте çуралса ÿснĕ СССР тĕнче класлă спорт мастерĕ, Пĕтĕм тĕнчери Универсиада чемпионĕ, ХХ Олимп вăййисене хутшăннă СССР чемпионне тата рекордсменне, Раççей чемпионне Н.Пуклаков асăнса çăмăл атлетсен кĕрхи кросĕ иртнĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекенсемпе аслă ăрури сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем хутшăннă.

Кроса хутшăнакансене саламлама район пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Андреев, Олимп вăййисен хăвăрт утас енĕпе кĕмĕл призерĕ О.Иванова тата ыттисем килнĕ.

Старта малтанах 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕр ачасем тухнă. Дистанцие чи малтан Л.Каюкова (Энĕшпуç) çитнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Р.Степанова (Пинер), виççĕмĕшĕнче К.Иванова (Энĕшпуç) пулнă.

Çак дистанцире арçын ачасенчен Д.Григорьев (Пинер) пултарулăхпа палăрнă. Иккĕмĕш вырăна М.Долгов (Шăхаль), виççĕмĕшне М.Васильев (Мăнçырма) тухнă.

1995-1996 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче те тупăшу çивĕч иртнĕ. 1000 метрлă дистанцире Е.Максимована (Арапуç) никам та çĕнтерме пултарайман. Т.Пугачева (Чупай) иккĕмĕш, М.Иванова (Пысăк Енккасси) - виççĕмĕш вырăнсенче.

1997-1998 çулсенчи арçын ачасем 1000 метра чупнă. Ку хутĕнче чи пултарулли Г.Егоров (Пысăк Енккасси) пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Михайловпа (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул), К.Васильев (Мăнçырма) тухнă.

Хĕр ачасен ăмăртăвĕ те интереслĕ иртнĕ. К.Кириллова (Пысăк Енккасси) пĕрремĕш, çав шкултанах Т.Егорова иккĕмĕш, Э.Иванов (Пинер) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Юниорсем 2000 метра чупнă. Д.Максимов (Шăхаль) пĕрремĕш пулнă. Е.Егоров (Мăнçырма), А.Кириллов (Чупай) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ку дистанцире хĕр ачасенчен В.Петрова (Пысăк Енккасси) пĕрремĕш, К.Ерастова (Энĕшпуç) иккĕмĕш, И.Иванова (Пысăк Енккасси) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

3000 метрлă дистанцире арçын ачасенчен В.Степанов (Пысăк Енккасси) çĕнтернĕ. В.Иванов (Чупай) иккĕмĕш, А.Архипов (Мăнçырма) - виççĕмĕш вырăнсенче.

18-29 çулсенчи предприятисемпе организацисенчи спортсменĕсем 500 метра чупнă. К.Линга (Чупай) пĕрремĕш, Л.Чумакова (Арапуç) иккĕмĕш, Т.Сергеева (Шупашкарти кооператив институчĕ) виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çак çулсенчи арçын ачасем 1000 метра чупса ăмăртнă. В.Теплов (Чупай) пĕрремĕш, А.Топтыгин (Чупай) иккĕмĕш, И.Николаев (кооператив институчĕ) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Хăйсен ушкăнĕсенче çавăн пекех малти призлă вырăнсене Т.Викторова, Г.Алексеева (культура пайĕ), Т.Сергеева (кооператив институчĕ), Н.Александрова (Пенси фончĕ), В.Теплов, А.Топтыгина (Чупай), И.Николаев (кооператив институчĕ), Н.Павлов (район администрацийĕ), С.Архипов (Мăнçырма), С.Степанов (Пенси фончĕ), К.Иванов (Вăрмар поселокĕ) тивĕçнĕ.

Ăмăрту итогĕсемпе малти призлă вырăнсене Чупай, Арапуç ял тăрăхĕсем çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн, Пенси фончĕн, культура пайĕн командисем те малтисен шутĕнче. Вăтам шкулсенчен çĕнтерÿсен шутне Пысăк Енккасси, Мăнçырмари, Энĕшпуçĕнчи шкулсене палăртмалла.

Тĕп шкулсенчен Чупайсем, Пинерсем, Аслă Чаксемпе Шăхальсем палăрса тăраççĕ.



12 октября 2010
00:00
Поделиться