Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Производство хăвачĕ ÿсет

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районти промышленность предприятийĕсене çитсе курса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.

Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах «Аван-Полимер» тулли мар яваплă обществăран пуçланчĕ. Константин Владимирович асăннă предприятин цехĕсенче пулса унта туса кăларакан продукципе интересленчĕ. Палăртма кăмăллă: кунта тăвакан продукци хамăр республикăра çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче те лайăх сутăнать. Çавна май кăçалхи кăтартусем те курăмлă: 9 уйăхра пурĕ 20 миллион тенкĕ ытла продукци туса кăларнă кунти ĕçченсем. Хальхи вăхăтра кунта 18 çын тăрăшса вăй хурать. Сезон вăхăтĕнче вĕсен йышĕ тата та ытларах. Пурĕ 10 тĕрлĕ продукци тухать.Пĕрмеллĕ, армированнăй шлангсене заказ паракансем чылай. Вĕсем вара çуллахи вăхăтра лайăх сутăнаççĕ. Предприяти продукци туса кăларнисĕр пуçне усă курман лаптăксене арендăна парассипе те ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта алăксем валли ăшă тытакан материалсем хатĕрлеççĕ.

Константин Владимирович ĕçченсемпе те тĕл пулчĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ĕç çыннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. «Ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварасси предприятисен тĕп тĕллевĕ пулмалла. Эпĕ кунти ĕç-хĕлпе кăмăллă», - терĕ К.Никитин асăннă общество ĕçне пĕтĕмлетсе.

Унтан ĕçлĕ çул çÿрев малалла «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществине пулчĕ. Асăннă предприяти халăх ыйтăвне тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлет: тимĕртен туса кăларакан изделисем кĕске вăхăтрах сутăнаççĕ. Çавăн пекех пахча çимĕç çитĕнтерме теплицăсем те ăсталаççĕ кунти рабочисем. Çулсерен заказĕсем те нумайлансах пыраççĕ. Константин Владимирович асăннă предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май вĕсене производство хăватне тата та ытларах ÿстерме каларĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, районти промышленность предприятийĕсем аталанни куç кĕрет. Унсăр пуçне юлашки вăхăтра хамăр тăрăхра çĕнĕ предприятисем те уçăлсах пыраççĕ.



12 октября 2010
00:00
Поделиться