Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пукрав

Пукрав - хĕл сивви пуçланнă кун, çавăнпа та вăл кун çитиччен чÿречесене, сакайĕнче çулла шăшисем тунă шăтăксене питĕрнĕ. Пÿрт-çурта анчах мар, выльăх-чĕрлĕх сарайĕсенчи шăтăк-çурăка сапланă, çапла майпа ăшă тытса хăварнă. Картишĕнчи пахча çимĕçе пухса кĕртме ĕлкĕрме тăрăшнă çак кунччен.

Христосăн чăн тĕнĕпе пурăнакан çыннисем хăйсен хуйхисемпе инкек-синкек вăхăтĕнче, çÿлти патша амăшĕнчен пур хуйхăллисене те лăплантараканран пулăшу илме ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем Турă Амăшĕ хăй вилес умĕн апостолсене те, пур ĕненекенсене те: «Эпĕ сире тăлăха хăвармăп. Хам ывăлăм умĕнче сирĕншĕн тархасласах кĕл тăвăп, сире яланах витсе, хÿтĕлесе тăрăп», - текен сăмахсене асра тытса тăраççĕ.

Октябрĕн 14-мĕшĕнче шăпах Турă Амăшĕ хăй сăмахне пурнăçланине пĕлтерекен пĕр тĕслĕхе асăнса паллă тăваççĕ. 910 çулхи сентябрь уйăхĕнче Константинополь хули çине тинĕспе пырса арабсем тапăннă. Хулана çавăрса илнĕ, грексене хăйсене парăнма хушнă. Хулана çавăрса илесси вăраха тăсăлнă. Çавна пула хулара выçлăх пуçланнă, чирсем сарăлнă. Çынсем шанăçсене çухатнă, вилĕме кĕтсе илме хатĕрленме пуçланă. Çапах та вĕсем пĕр вырсарни куна хирĕç ватти-вĕтти пурте Влахери чиркÿне каçхи кĕлле васкаса пуçтарăннă. Лев патша та, Тарасий патриарх та çав чиркĕвех пынă. Пурте, куççулĕпе йĕрсе, Турă Амăшĕнчен пулăшу ыйтса кĕл тăва пуçланă. Çав чиркÿрех таса пурăнăçлă Андрейпе унăн вĕренекенĕ Елифаний те пулнă. Çар кĕлли вăхăтĕнче Таса Андрей çÿлелле пăхнă та чиркÿ куполĕ айĕнче сывлăшра Турă Амăшĕ çветтуй ангелсемпе, пророксемпе, апостолсемпе пĕрле тăнине курнă. Турă Амăшĕ сывлăш çинче чĕркуçленсе ларса пĕтĕм тĕнчешĕн, çав вăхăтра грек çыннисемшĕн те хăйĕн ывăлне куççулĕпе тархасласа йăлăннă. Унта хăй пуç виткĕçне илнĕ те халăх çинче сарса ик аллипе тытса витсе тăнă. Таса Андрейпе Епифаний çакăн çинчен патшана, Патриарха каланă, çак ырă хыпар часах пĕтĕм чиркÿри халăх патне çитнĕ, Турă амăшĕн сăмахĕ хула çыннисене çăлăнăç кÿнĕ, выçлăхпа чир-чĕре пĕтернĕ, тăшмансенчен хăтарнă.

Таса Туррăмăра та, Турă Амăшне те тав тумалли кĕлĕ йĕрки тунă. Хула çыннисем те çавăн çинчен пĕлнĕ, ытти чиркÿсенче те Турă Амăшне тав тумалли кĕлĕ йĕркисем тунă.



12 октября 2010
00:00
Поделиться