Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăçне ÿнерлĕхе парнеленĕ

«Çын пуласси ачаран паллă», - теççĕ ваттисем. Ача чухне пĕр-пĕр ĕç патне туртăнни кайран пурнăç çулне суйласа илме пулăшать. Çапла пулса тухнă та Петр Феофанович Соловьевпа.

П.Соловьев 1950 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕнĕ Куснар ялĕнче çуралнă. Çак илемлĕ тавралăх пулас искусство çыннине хăйех илемлĕх туйăмĕ, кĕвĕлĕх парнеленĕ тейĕн. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Килте 5 ача çитĕннĕрен, çăмăлах пулман вĕсене. Анчах та епле пулсан та, ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕлÿ парассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çемьере икĕ ачи музыка енне туртăннăран, вĕсем валли ятарласа хут купăс туянса панă. Дмитрий куккăшĕ те хут купăспа калама питĕ ăста пулнă. Петр Феофанович пĕчĕкренех вăл мĕнлерех каланине итлесе, сăнаса ларнă. Хăй те пĕчĕккĕн хут купăса алла илме тытăннă. Шанарпуç ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă чухне те Петр асамлă кĕвĕ тĕнчине путнă. Тăхтав вăхăтĕнче вăл вăхăта усăсăр сая яман, хут купăспа тĕрлĕ кĕвĕ çемми каланă. Шкулта тăрăшса вĕренни те сая кайман - юрă асамлăхне чĕрепе туйса илме хăнăхнă. Шкула пĕтерсенех пĕлĕве малалла Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче тăсать. Кунта вăл баянпа калама вĕреннисĕр пуçне халăх инструменчĕсен оркестрне ертсе пырас енĕпе те пысăк тăрăшулăх кăтартать. Студент пурнăçĕ хĕрÿ те чи лайăх вăхăт теççĕ. Лекцисем, семинарсем, сесси хыççăн сесси. Анчах епле пулсан та çамрăк каччă хут купăса алран яман. Купăс каласа юлташсене, килте чух тăван-пĕлĕшсене юрласа савăнтарнă.

«Студент вăхăчĕ пурнăçăн чи асамлă саманчĕсем пулчĕç», - тет çав çулсене аса илсе Петр Феофанович.

Вĕреннĕ вăхăтра вăл практикăна Вăрмар тăрăхне килет. Районти культура пайĕн пуçлăхĕ пулса чылай çулсем ĕçленĕ П.Спиридонов ăна ăшă кăмăлпа кĕтсе илет. Пултаруллă çамрăк асăннă культура çуртĕнче методист пулса тăрăшать. 1969 çулта алла диплом илсен вăл пĕр тăхтаса тăмасăр кунтах ĕçлеме килет.

«Вăрмар халăхĕ тараватлă та ырă кăмăллă пулнăран çакăнтах ĕçлес туртăм вăйлансах пычĕ», -тет П.Соловьев иртнине аса илнĕ май. Çак çулах ачасемпе çамрăксен Вăрмарти ÿнер шкулĕнче те ачасене баянпа вĕрентме тытăнать. 1969 çулхи октябрь уйăхĕнче ăна хĕсмете илеççĕ. Чапаев ячĕпе хисепленекен 25-мĕш дивизине илеççĕ ăна. Икĕ çул службăра тăнă хыççăн вăл тÿрремĕнех Вăрмар тăрăхне таврăнать.

Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă пултаруллă çамрăк. Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта ачасене музыка ăсталăхне вĕрентнĕ, районти Культура çуртĕнче тĕрлĕрен мероприятисем, предприятисемпе организацисенче, колхозсемпе совхозсенче художествăлла пултарулăх коллективĕсем йĕркеленĕ. Районти тĕп больница, автотранспорт предприятийĕ, Сельхозхими, районти Шалти ĕçсен пайĕ, Шăхальти, Кивĕ Вăрмарти, Чупайĕнчи, Пысăк Енккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсене концертсем лартма пулăшса пынă. Çавăн пекех районти культура çурчĕ çумĕнче баянистсен оркестрне те йĕркеленĕ вăл. Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе П.Соловьев Саранскри пединститутра музыка факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Алла диплом илсен те вăл Вăрмар тăрăхнех ĕçлеме килет.

1973 çулта Петр Феофановичпа Клавдия Ананьевна пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Вăл вăхăтра иккĕшĕ те культура ĕçĕнче тăрăшса вăй хунă. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хăйсен пĕлĕвне ачисене парассишĕн чылай тăрăшнă. Наталья Саранскри пединститутра пуçламăш классен тата музыка факультечĕсенчен вĕренсе тухса дипломлă специалист пулса тăнă. Екатерина Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ пухнă. Светлана Санкт- Петербургри культура академинчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕ. Соловьевсен хĕрĕсем тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Музыка ăсталăхне вĕреннисĕр пуçне юриспруденци енĕпе вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.

Петр Феофанович чăваш культуришĕн нумай пархатарлă ĕç тунă. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасем акă тĕрлĕ çĕрте музыка учителĕсем пулса ĕçлеççĕ, аслă шкулсенче вĕренекенсем те чылай пулнă, халĕ те пур.

Хăйĕн пултарулăхĕпе халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ вĕрентекенĕмĕре «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене панă. Ытти Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те чылай унăн.

Паянхи кун та пултаруллă вĕрентекенĕмĕр П.Соловьев ачасемпе çамрăксен ÿнер шкулĕнче ачасене паха пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. 41 çул çак пархатарлă ĕçре вăй хурать Петр Феофанович. Çулсем иртеççĕ пулин те, ачасем патне чун туртăмĕ иксĕлмест унăн. Кăçал вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Апла пулин те вăл хăйне патвар та çирĕп туять. Эппин пултаруллă вĕрентекенĕмĕре малашне те çамрăк ăрăва музыка ăсталăхне вĕрентме çирĕп сывлăх сунар.



12 октября 2010
00:00
Поделиться