Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çынсем валли хăтлă çурт хăпартатпăр

Çемье çирĕплĕхĕ хăйĕн кил-çурчĕ пурри-çуккинчен чылай килет. Çакна шута хунăран Чăваш Енре юлашки çулсенче сахал мар ырă улшăну пулчĕ. Республика пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе хамăрпа кÿршĕллĕ хăш-пĕр регионтан иртсе те кайрĕ. Социаллă çурт-йĕр тăвасси çинчен калакан программăпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр е патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе усă курса чылайăшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатать, нумай çемье республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе вăрах вăхăта çăмăллăх паракан ипотека кредитне илет. Пирĕн районта та пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе район администрацийĕ, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» АХО тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Вĕсем çĕклесе лартнă çуртсенче хваттерсем хуçисене тупсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра районта пурăнакансене хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç мĕнлерех пынипе кăсăкланса эпир асăннă обществăн пуçлăхĕпе Николай Владимирович Зайцевпа тĕл пултăмăр.

- Пурăнмалли çуртсем туни хальхи тапхăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проектне пурнăçланă самантра, уйрăмах паха та палăрăмлă, калăплă та. Çав вăхăтрах эсир социаллă объектсем тăвасси çине те тивĕçлĕ тимлĕх уйăратăр.

- Чăнах та, пирĕн организацин тĕп ĕçĕ - пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси. Район администрацийĕпе таччăн çыхăнса çулсеренех пурăнмалли социаллă çурт-йĕр тăватпăр. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн Порфирьев урамĕнчи 8-мĕш номерлĕ çурта хăпартас ĕçе пуçăнтăмăр. Хальхи вăхăтра ăна хăпартассипе вăй хуратпăр. Асăннă çурт-йĕре çĕклеме вара паха йышши строительство материалĕсемпе усă куратпăр. Тĕрлĕ тĕслĕ кирпĕчсене Мари Эл Республикинчен, Тутарстанран турттаратпăр. Çĕнĕ çуртри пур хваттерте те тимĕр алăксемпе пластик чÿречесем лартатпăр. Хваттерсем пĕр тата икĕ пÿлĕмлисем, вĕсенче туалет, ваннăй пÿлĕмĕсем пулĕç. Хваттерсене шалтан пĕтĕмпех капăрлататпăр. Инвалидсене куçса çÿремешкĕн ятарласа пандуссем вырнаçтарма палăртнă. Пĕтĕмĕшле каласан Европа шайĕнчи хваттерсенчен пĕрре те кая пулмалла мар. Çак çуртăн 12 хваттерĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, салтаксен тăлăх арăмĕсем валли пулĕ. Тепĕр 12 хваттере вара нумаях пулмасть поселокри Некрасов урамĕнче пурăннă, пушарта инкек тÿснĕ граждансем валли уйăрма палăртнă. 24 хваттерлĕ çурт-йĕрĕн пĕрремĕш подъездне кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕччен хута яма палăртнă. Вăл Некрасов урамĕнче пурăннă, анчах пушарта инкек тÿснисем валли пулĕ. Иккĕмĕш подъездне 2011 çулхи мартăн 31-мĕшĕ тĕлне йĕркелесе çитермелле. Хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсем валли хатĕр хваттерсем те пур. Çавăнпа та хулана кайса кивĕ хваттерсем туяниччен вырăнтах çĕнĕ, хăтлă пурăнмалли хваттер илме пулать. Кунти строительство ĕçĕсене район администрацийĕ пăхса тăрать. Çурт-йĕре хăпартнипе пĕрлех ун çывăхĕнче ача-пăча площадки тума палăртатпăр.

- Пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать, - тенĕ ваттисем. Сирĕн коллектив вăйĕ те пĕрлĕхре пулĕ.

- Пĕрлехи ÿсĕмсемшĕн коллективри 60 çынран кашниех çанă тавăрса ĕçлет. Хальхи вăхăтра Порфирьев урамĕнчи 8-мĕш çурта хăпартассипе Ю.Васильев прораб, О.Григорьев, О.Грачев каменщиксем, С.Иванов крановщик, В.Васильев тракторист, А.Груздьев, В.Петров рабочисем тата ыттисем те тăрăшса вăй хураççĕ.

- Николай Владимирович, эсир тăвакан хваттерсен хакĕ республикăри хуласемпе танлаштарсан чылай йÿнĕрех теççĕ. Çавăнпа та вĕсене хула-район çыннисем те хаваспах туянаççĕ.

- Ку чăнах та çапла. Хваттер туянакансем валли пирĕн хаксем пĕрре те пысăк мар. Çавăнпа та кăмăллакансене хаваспах йышăнатпăр. Сăмахран, вăрçă ветеранĕсене паракан хваттерсене эпир пĕр пус тÿлеттермесĕр (хăйсене панă свидетельствăпа) капăрлатнă, нимĕнле юсав тумасăр кĕрсе пурăнмалли хваттерсемпе тивĕçтеретпĕр. Çавăнпа çак программăпа хваттер илекенсен шухăшласа пăхмалăх пур.

Пирĕн калаçăва çирĕплетсе район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ А.Тихонов çакна пĕлтерчĕ: «Хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен предприяти хăйне айккинчен пулăшасса пачах кĕтменни, вăл рынок авăрĕнче çиелте пулма тăрăшнине çирĕплетет. Хальхи саманара, никĕсрен пуçласа хваттер уççи пама пултаракан организацисем çав тери йышлă тесе калаймăн. Вăрмар строителĕсене пĕрлештерекен хупă общество тăвакан хваттерсене вара - кĕр те пурăн. Поселокри Некрасов урамĕнче пурăннă, анчах пушарта инкек тÿснĕ граждансене те çитес вăхăтра хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме тăрăшăпăр. Ку енĕпе район администрацийĕ, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен обществи тĕллевлĕ ĕçлеççĕ».



15 октября 2010
00:00
Поделиться