Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Несĕлсене манманни - чыслă та сăваплă ĕç

Пирĕн районти ялсен кун-çулĕ питĕ интереслĕ те пуян. Тĕпчевçĕсем хăш-пĕр ялсем истори анлăшĕнче пĕр-пĕр ялтан уйрăлса пулса кайнине çирĕплетеççĕ. Тĕп ялсене «амăш ялĕсем» (материнские селения), уйрăлнисене «ача ялĕсем» (дочерние деревни) тесе калаççĕ. Акă В.Димитриевăн «Чувашские материнские селения Свияжского, Кокшайского, Чебоксарского, Козьмодемьянского, Цивильского, Ядринского, Курмышского и Симбирского уездов первой половины XVIII века» кĕнекере Вăрмар тăрăхĕнчи «амăш ялĕсем» пирки вуласа пĕлме пулать.

Хăш ялсене авалхисем, хăшĕсене çамрăккисем темелле-ши; Паллă ĕнтĕ: чăвашсен йăхĕсем сăвар ятпа Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче пурăннă. Çак патшалăхăн тĕп территорийĕ халĕ Тутарстан Республикине кĕрет. Ирĕклĕ те тулăх пурăннă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи халăхсем: çĕр ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, тĕрлĕ пурлăхпа суту-илÿ тунă. Никама та парăнман, никама та пăхăнман, никама та хĕсĕрлемен. Пуян çĕршыв тăшмансене вĕчĕрхентернĕ. Çак вăхăт тĕлнелле вăйланса пыракан монгол ханĕсем Атăлçи Пăлхара тытса илсе хуçаланас текен шухăшпа амаланнă. 1220-1232-мĕш çулсем хушшинче тăшмансем темиçе хут та тапăна-тапăна кĕрсе çаратса çÿренĕ, халăха пусмăрланă, тертпе нуша кăтартнă. Пăлхар-чăвашсем (сăварсем) вăйлă хÿтĕленнĕ пулин те Чингисхан мăнукĕн Бату çарĕсене çĕнтереймен: 1236 çулта Атăлçи Пăлхар патшалăхне йăлтах аркатса тăкнă: хулисене ишсе-çунтарса пĕтернĕ, çар пуçĕсене вĕлернĕ, илемлĕ пикесене хăрхăма çавăрнă.

«Питех те хăрушă вăхăтсем пуçланнă пирки пăлхарсемпе сăварсен (сăвассен) тĕп масси, ютран килнĕ тутар-монголсен тискер пусмăрĕнчен çăлăнас тесе, Атăлăн сылтăм енчи вăрманлă çеçенхирсене, Çавалпа Сĕве хушшине, Кама леш енчи çĕрсене тара-тара кайнă. Пăлхарсем çав çулах (1236 çулта), - тесе çырать В.Н.Татищев. - Руç çĕрне кайса хăйсене пурăнмашкăн вырăн пама ыйтнă. Аслă кнеç Юрий вĕсене лайăх йышăннă, Атăл çывăхĕнчи хуласемпе ытти вырăнсене вырнаçтарса тухма хушнă». (В.Каховскин «Чăвашсем» кĕнекинчен, 28 стр). «Çак çулсенче тата каярахри тапхăрта, XIV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пăлхар-чăвашсен пĕр пайĕ Атăлăн сылтăм тата сулахай енĕсене куçа-куçа килеççĕ. Вĕсем хальхи Пенза тата Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанăн кăнтăр хĕвел анăç районĕсенчен, Чăваш Республикин кăнтăр-хĕвел тухăç енĕсенчен пулнă», - пĕлтерет «Чуваши: история и культура» кĕнеке, 56 стр.

1236 çул хыççăн Ылтăн Уртана кĕнĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ ерипен ура çине тăрать, хуласем çĕкленеççĕ. Сыхланса юлайнă халăх хăйне хăй упраса хăварас тесе тăрăшать. Анчах та пăлхарсене пăхăнманлăх туйăма аталантарма паман: «.. вырăнти халăх кăшт та пулин хирĕç тăрсанах Ылтăн Урта отрячĕсем хăйсен юнлă хĕçĕсемпе каралĕсене ĕçе янă, ялĕсене вут тивертсе çĕрпе танлаштарнă». (В.Каховскин «Чăвашсем» кĕнеки, 12 стр.) Çитменнине, Атăл тăрăхĕ монголсемшĕн влаçшăн çапăçмалли çапăçу арени пулса тăрать. 1391 тата 1395-мĕш çулсенче Тамерлан çарĕсем Ылтăн Уртана тапăнса кĕреççĕ те Атăлçи Пăлхар территорине йăлтах аркатса-çунтарса пĕтереççĕ.

«Виçĕ кун хушшинче Тамерлан Пăлхара йăлтах аркатса тăкать - хула пулман та тейĕн. Пĕр эрне хушшинче кунта сыхланса юлнă халăха тĕрлĕ çĕрелле, вĕсем кунта урăх ан та пурăнччăр тесе хăваласа яма хушать» («Чуваши: история и культура» кĕнеке, 61 стр). Çапла вара Çавалпа Энĕш тăрăхне куçса килессин иккĕмĕш юхăмĕ пуçланать; пĕрремĕш юхăмĕ, асăрхаттарнăччĕ ĕнтĕ, 1236 çул хыççăн пулса иртнĕ.

«Хусан ханстви йĕркеленсен, Хусанпа Арск тăрăхĕнчи чăвашсем хальхи Чăваш Республикинчи çурçĕр хĕвел тухăç еннелли çĕрсене, Çавалпа Энĕш хушшинелле куçма пуçлаççĕ», - пĕлтерет «Современный чувашский литературный язык» кĕнеке, 140 стр.

«Тăвай, Вăрмар, Куславкка (Энĕш сылтăм енĕ) районĕсен территорийĕсене XIV ĕмĕр вĕçнелле Тамерлан çĕмĕрĕвĕсенчен хăтăлса юлнă Пăла, Хырла, Чăнлă енчи чăвашсем килсе вырнаçаççĕ. Кăнтăр енчи пăлхар халăхне пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтернĕ е тыткăна хуса кайнă» («Чуваши: история и культура» кĕнеке, 62 стр). Эппин, Вăрмар тăрăхĕнчи ялсем пуçланса кайнине XIII ĕмĕр вĕçнелле, XIV ĕмĕр пуçламăшĕнче шырамалла.

«Хамăрăн историне манмастпăр, несĕлĕмĕрсен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр», - çак шухăшпа хавхаланса Аслă Чак ялĕн арĕсем тăван тăрăхăн кун-çулне тĕплĕн тĕпчесе тухма шут тытнă. Пуçламăшĕ пур ĕнтĕ: ял историне çырас ĕçе пуçăннă. Çак кунсенче Аслă Чакăн малтанхи вырăнне - Кив çурт çырмине - тирпейлеме тытăннă.

- Пире географипе истори вĕрентнĕ Ф.Федоров уроксенче çак Кив çурт çырмине ертсе килетчĕ. Ун чухне кунта пысăк тĕмескесем, кивĕ тараса та пурччĕ, - пĕлтерет Л.Николаев ÿнерçĕ. - Вĕрентекенĕмĕр çак вырăна темиçе ĕмĕр каялла Атăл енчен чăвашсем килсе ял никĕсленине каласа паратчĕ. Кайран, кăшт вăхăт иртсен, вĕсем хальхи ял вырăнне куçса ларнă-мĕн.

- Шупашкарта Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче К.Элле 1926 çулта çырса илнĕ историлле халап (легенда) упранать, - калаçăва хутшăнать М.Ухин. - Эпир ăна чи авалхи документ - халăх асĕнче ÿкерĕнсе юлнă чăнлăх - тесе йышăнатпăр.

Акă çав легенда: «Атăл хĕрринчен Пукаш Чакки ятлă ялтан виçĕ çын салтака каяссинчен (тутар-монгол çарне илессинчен - В.Ц.) Хальхи Чак вырăнне килнĕ. Вĕсем Чак, Пайпах, Карак ятлă пулнă. Малтан вĕсем Кив çурт çырмине килсе вырнаçнă. Пĕрре Чакпа Пайпах вăрманта аташса çÿренĕ те çăл курнă, вара пурăнма кунта куçса ларнă. Карак вĕсенчен уйрăлса кайнă та тепĕр Карăк Çырми ялне тунă. Ĕлĕк пирĕн яла Чакки Пайпахтино тетчĕç».

Аслă Чак ялĕн пуçламăшĕ XIX ĕмĕр вĕçнелле тивет пулас - çапла ĕнентереççĕ истори тĕпчевĕсем.

Малтанхи ял вырăнĕ халĕ тĕрлĕ курăкпа витĕннĕ тарăн çырма таврашĕ. Ик енĕпе сухалакан-акакан çĕрсем. Ĕлĕк-авал ку тăрăхра сĕм вăрман кашласа ларнă, тăп-тăрă çăл шывĕ юхса выртнă. Çакăнта килсе вырнаçнă та Аслă Чаксен несĕлĕсем - тăшмансенчен тарса, лăпкă пурнăç шыраса.

- Çак вырăна малашне сухалама чарăнăпăр, - пĕлтерет «Агро Чаки» хуçалăх директорĕ В.Иванов. - Пирĕн ял таврашĕнче вăрман тăрăхĕсем çук халĕ, çавăнпа авалхине асăнса 5 гектар çинче йывăç лартса çитĕнтерĕпĕр, паллах, тĕп йывăçĕ - чăваш йăмри пулĕ.

Ку ĕнтĕ малашлăхра. Çак кунсенче пурнăçланă пысăк ĕç - ĕлĕкхи çăл куç пулнă вырăна тасатса тирпейлени. Икĕ метр тарăнăш чавма, туйăнпа чулсене кăларма, паллах, пĕртте çăмăл пулман. Вăйлă шыв таппине хăватлă мотопомпăпа аран уçласа ĕлкĕрнĕ. Йывăрлăха парăнман Чак хастарĕсем. Тăрăшни сая кайман - çăл куçа самаях тарăнлатса, сарлакалатса юман пăрăссенчен пура ăсталаса лартнă. Халĕ кунти шыв ĕçме юрăхлă, кăмăлу пулсан çăвăнса тасалма та пултаран.

- Малалла çак сăваплă вырăна, несĕлĕмĕрсене асăнса, тирпейлĕ те илемлĕ тума тăрăшăпăр, - тет В.Иванов учитель. - Чул сарнă çырмаран анса улăхма пусмасем ăсталăпăр. Чăваш йăлипе Асăну юпи лартăпăр. Аслисем те, çамрăк ăру та пĕлсе тăччăр: кунтан пирĕн ял Чак ятпа пуçланнă!

Çакна палăртмалла: Аслă Чак маттурĕсем В.Никифоров, В.Иванов, А.Владимиров, А.Никитин, Г.Моисеев, пĕтĕм йывăр ĕçе хăйсемех пурнăçланă, хăйсемех мастерскойĕнче пура çĕкленĕ. Çапла вара, Аслăчаксем районта халиччен пулман ырă пуçару турĕç: халăхăмăра - несĕлĕмĕрсене, яла халалласа çут çанталăк палăкĕ йĕркелес ĕçе пуçăнчĕç.



15 октября 2010
00:00
Поделиться