Çырав кирлĕ-и?
В.Шапеев, вĕрентекен.
Пĕтĕм Раççейре халăх çыравне ирттерни çĕршыва аталанма пулăшасса шанас килет. Пире вăл пурăнакан халăх йышне палăртма кирлĕ, çакăнтан вара федераци, республика шайĕсенчи бюджетсене йĕркелесси те килет. Çавăнпа пурте çырава хутшăнар. Хамăр хăш наци çыннине пĕр вăтанмасăр кăтартса парар.
Н. Петрова, студентка.
Эпĕ хам та çыравçă пулнă май çак ĕçе активлă хутшăнмаллине каласшăн. Ку вăл - пирĕншĕн, пирĕн пуласлăхшăн.
А. Михайлов, ШĔП сотрудникĕ.
Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пирĕн Чăваш Енре мĕн чухлĕ çын пурăннине пĕлĕпĕр. Мигрантсене, пурăнмалли вырăн çуккисене тĕрĕс шута илме, вĕсем пирки власть органĕсене мерăсем йышăнма май парĕ. Саккуна пăснă тĕслĕхсем те ытларах аякран килнисемпе çыхăннă. Чи малтанах çырав хыççăнхи статистикăн нумай çĕнĕ кăтартăвĕсем интереслĕ пулĕç. Тĕслĕхрен, хăш наци халăхĕ хальхи пурнăç условийĕсенче чи нумай пурăнаканнине те, чи ватă çынсем мĕн чухлĕн пулнине те пĕлĕпĕр.