Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Депутатсен ларăвĕ

Ĕнер иккĕмĕш созыври депутатсен Вăрмар хула тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсен пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - юрист, контрольпе организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.

Пухăва пĕрремĕш созывра Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Л.Васильева ертсе пычĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин малтанах пĕрремĕш созывра суйланнă депутатсене вĕсен пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав турĕ, хальхи депутатсене саламланă май суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлассишĕн çине тăрса алла-аллăн ĕçлемелли пирки чĕнсе каларĕ. Тухса тăракан ыйтусене халăхпа тата Вăрмар хула тăрăхĕн ертÿçипе пĕрле татса парасса шантарчĕ.

Кун йĕркинче тĕрлĕрен организациллĕ ыйтусем пулчĕç. 10 депутатран пĕрне Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхне суйларĕç. Ăна 10-мĕш номерлĕ Вăрмарти пĕр мандатлă суйлав округĕн депутачĕ Сергей Николаевич Харитонов тивĕçлĕ пулчĕ. Унăн заместителĕ пулма 4-мĕш номерлĕ Вăрмарти пĕр мандатлă суйлав округĕн депутатне Т. Шмелевăна суйларĕç.



19 октября 2010
00:00
Поделиться