Халăхран вăтанас мар
Октябрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Унта хутшăнасси пурин тивĕçĕ те. Хамăр çинчен тулли те тĕрĕс информаци пĕлтерни çĕршыв пурнăçĕшĕн, унăн малашнехи аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: çыравçăсен 7-мĕш графари «Эсир хăш наци çынни;» ыйту çине те хуравламалла пулĕ. Кашниех хăй хăш халăх çынни пулнине палăртасчĕ. Вăрмар тăрăхĕнче тĕрлĕ халăх пурăнать, анчах чăвашсем ытларах пулнă май: «Эпĕ - чăваш, çакăнпа мухтанатăп», - тесе каласса шанас килет.