Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле

Тунти кун, октябрĕн 18-мĕшĕнче, райадминистрацин лару залĕнче кăçал суйланнă район Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Район Пухăвĕн ĕçне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн представителĕ В.Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистраци пай начальникĕсем хутшăнчĕç.

Çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса пĕрремĕш ларăва ыттисенчен çулпа аслăрах, 4-мĕш номерлĕ Вăрмарти суйлав округĕпе суйланнă Г.Егоров депутат уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Геннадий Иванович суйлавра çĕнтернĕ депутатсене саламларĕ, кун йĕркинчи палăртнă ыйтусемпе паллаштарчĕ, пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелли çинчен каларĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Вăрмар территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Кузьмина тĕрлĕ шайри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Суйлав вăхăтĕнчи çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. «Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен йăнăшĕсемпе кăлтăкĕсене пула Кĕтеснерти, Кивĕ Вăрмарти пĕр мандатлă 9 номерлĕ, Пинерти пĕр мандатлă 2, 9 номерлĕ округсенче ял депутачĕсене çитес вăхăтра çĕнĕрен суйламалла», - терĕ Любовь Николаевна.

Иккĕмĕш ыйтупа райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов район депутачĕсен Пухăвĕн регламенчĕ пирки ăнлантарса пачĕ.

Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пирки сăмах хускатсассăнах ларусен залĕнче ĕçлĕ хум шавĕ çĕкленчĕ. Пĕрисем Пуху председательне уçă сасăлавпа суйласшăн, теприсем - вăрттăн сасăлавпа. Пĕр вăхăт тавлашса илнĕ хыççăн пурте пĕр сасăллă пулса уçă сасăлав ирттерес терĕç. Кандидатсем тăратас ĕç пуçланчĕ. А.Ульянов депутат (Тикаш округĕ) шухăшĕпе çак вырăнта ял хуçалăхĕнче ĕçлекен мал ĕмĕтлĕ çын пулмалла. Çавна май вăл Василий Федорович Павлов депутат (Мăнçырма округĕ) кандидатурине сĕнчĕ. В.Нестеров депутат (Вăрмарти 1-мĕш округ) район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ вырăнĕнче Н.Зайцева (Шăхаль округĕ) курасшăн. Н.Зайцев хăйĕн кандидатурине каялла илчĕ. Çапла вара депутатсем хушшинче уçă сасăлав ирттерсе В.Павлова (Мăнçырма округĕ) пĕр сасăллă пулса Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма суйларĕç. Унăн çумне В.Нестеров депутат сĕнĕвĕпе Н.Зайцева çирĕплетме килĕшрĕç.

Депутатсем район Пухăвĕнче ĕçлекен тăватă яланхи комисси туса хума йышăнчĕç. Халăхăн шаннă çыннисем хăйсен ирĕкĕпе пайланса тĕрлĕ ĕçлĕ комиссисене кĕме кăмăл турĕç. Комисси председателĕсене суйлассине çитес ларура пăхса тухма хăварчĕç.

Çавăн пекех депутатсем умĕнче Вăрмар район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен комиссийĕ пирки райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕ. Депутатсем те çул çитмен ачасен ыйтăвĕ çивĕччине ăнланса тивĕçлĕ йышăну турĕç. Çапла вара 5-мĕш созыври район депутачĕсен ĕçĕ-хĕлĕн летопиçĕн 1-мĕш страници çырăнчĕ темелле. Суйлавçăсем суйланă «халăх тарçисем» пилĕк çул хушшинче чăнласах халăх нушине, шухăш-кăмăлне тĕпе хурса ĕçлессине шанас килет.



22 октября 2010
00:00
Поделиться