Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Салтак ретне тăма пуçларĕç

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку кампанире Чăваш Республикинчи 3303 çамрăк каччă салтак ретне тăрĕç, çав шутра пирĕн пайри икĕ районтан - 200 яхăн яш.

Призыв вăхăчĕ тĕлне районта йăлана кĕнĕ тăрăх призыв комиссийĕ йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ çумĕнчи медицина комиссийĕ ĕçлет. Призывниксем кашни кунах хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттереççĕ. «Ку пунктра пулма кăçал уйрăмах кăмăллă, мĕншĕн тесен призыв кампанине хатĕрленсе тĕпренех юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Пулас салтаксене пысăк чыс тунă темелле», - теççĕ медицина тĕрĕслевне кĕме хатĕрленсе черетре ларакан каччăсем. Чăнахах та халичченхипе танлаштарсан кунта халĕ хăтлă та илемлĕ, ăшă. Çак хăтлăха кÿме призыв комиссийĕн председателĕ К.Никитин нумай вăй хунине палăртмалла.

Ачасене медицина ĕçченĕсем шкул саккинченех тĕрĕслесе пыраççĕ пулин те салтака кайма ят тухиччен тĕрлĕ чир-чĕрсем сиксе тухаççĕ. Каччăсенчен ытларах пайĕ тÿрĕ ура тупанĕпе (плоскостопи) аптăраççĕ, çурăм шăмми кукăрăласси те час-часах тĕл пулать, чылайăшĕсене хырăмлăх ыратни канăç памасть, юлашки вăхăтра куç курасси те начарланса пырать. Врачсем тĕрĕслÿ вăхăтĕнче мĕнле те пулин чир тупсанах çамрăксене тĕрлĕ енлĕ сыватма тăрăшаççĕ: пĕрисене больницăнах вырттарма тивет, хăшĕсене килте эмел ĕçме тесе çырса параççĕ.

Кашни призыв вăхăчĕ хăйне евĕрлĕ иртет. Кăçалхи кĕрхи призыв вара халичченхинчен чылай уйрăлса тăрать. - Мĕнпе; - тейĕ вулакан. Кăçалтан пуçласа ашшĕ-амăшĕсене призыв комиссийĕсен ларăвĕсене хутшăнма ирĕк параççĕ, унта вĕсем ачи салтака ăçта лекессине те пĕлме, çавăн пекех служба вырăнне çитиех ăсатса яма пултараççĕ. Çапла тусан вĕсен тăкакĕсене хăйсен саплаштарма тивет. 2011 çултан çамрăк каччăсене вĕсем федерацин хăш субьектĕнче пурăнаççĕ - çавăнта вырнаçнă е аякрах мар çар чаçĕсене вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Унта вĕсене халичченхи пек апат пĕçерттермĕç, хурал та (караул) тăратмĕç. Салтакра пулнă хушăра çамрăксем паянхи чи кирлĕ задачăсене пурнăçлама хăнăхĕç. Вĕсене халичченхи пек хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнтармĕç. Халĕ службăна тăракан çамрăксен халичченхи пекех 12 уйăх салтакра пулма тивет. Каччă салтака тухса кайсан 7 кун хушшинче вăл ăçта çар тивĕçне пурнăçлама лекни паллă пулать. Малтанах хĕсмете тăма тухса каякан каччăсене Канашри призыв пунктĕнче çар тумĕ тăхăнтараççĕ, вĕри апат çитереççĕ. Аслă пĕлÿ паракан заведенисенче вĕренекен студентсене дипломсем илсен кăна салтак ретне тăратĕç.

Салтакра пулма хальхи вăхăтра пур условисем те çителĕклĕ, çавăнпа та çул çитнĕ пулсан тивĕçе пурнăçламаллах, çар комиссариатне килмесĕр пăрăнса çÿремелле мар. Çакă вăл пулас арçынна пĕрре те илем кÿмест. Призыв вăхăтĕнче чĕннĕ пулсан, палăртнă вăхăта çитмелле. Мĕнле те пулин сăлтава пула çитеймесен пĕлтермелле, харпăр хăй тĕллĕн тĕрлĕ сăлтавсем тупмалла мар. Хăшĕсем суя справкăсем шыраса çÿресе арçын чысне варалаççĕ. Чылайăшĕсем харпăр хăй сывлăхĕ хавшак пулни çинчен пĕлтерсе темиçе çул каялла килсе панă справкăсем те юрăхлă тесе шутлаççĕ, ку пачах та тĕрĕс мар. Пулас салтакăн хăй пирки пĕлтерсе кашни çулах кирлĕ хутсем тăратмалла. Пурнăçра тăтăшах тĕрлĕрен улшăнусем пулса иртеççĕ: авланаççĕ, ача çуралать е тата аслă вĕренÿ заведенинче вĕренме пăрахать - тÿрех килсе пĕлтермелле. Кирлĕ хутсене вăхăтра илсе килмесен, çак çамрăксене салтака кайма килĕшменнисен йышне кĕртеççĕ. Отсрочка парассине призыв комиссийĕ кăна татса пама пултарать. Салтак тивĕçне пурин те татмалла.



22 октября 2010
00:00
Поделиться