Çамрăксене сыватакан «акци»
Çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕлĕшпе районта 2010 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе ахаль чухне те тĕрлĕрен мероприятисем ирттерççĕ районта. Ку енĕпе райадминистрацин çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе ĕçлекен комисси тăтăшах ăнăçсăр çемьесене çитсе курса ачасен пурнăç условийĕсене тĕрĕслет. Çак акци вăхăтĕнче райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, тĕп больница, тĕп библиотека, А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕ тăрăшнипе районта тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Çак акципе килĕшÿллĕн шкул ачисем тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Ку вăл шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем ирттерни, пирус, алкоголь, наркотик йышши сиен япаласене усă курмалла марри пирки анкетировани ирттересси, сиен йăласене хăнăхнă шкул ачисене тупса палăртасси, çамрăксене спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарасси тата ытти те. Акă çак акци йĕркипе районти тĕп библиотекăра «Алкоголизм: çын тата сывлăх» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Кунта тăратнă кĕнекесем алкоголĕн сиен енĕсене сăнлаççĕ, çак чирпе кĕрешмелли çĕнĕ мелсемпе паллаштараççĕ. Алкоголе сывă пурнăç йĕрки, кану хирĕçлет.