Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аркадий Алексеев - чемпион

Самбо енĕпе кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн Çĕнĕ Шупашкар хулинче ирттернĕ ăмăртура Вăрмарсем лайăх результат кăтартнă.

1993-1994 çулхи юниорсем хушшинче малтанхи кунĕнче Аркадий Алексеев 87 килограмм таран таякан спортсменсемпе тупăшнă. Пурне те парăнтарса вăл пĕрремĕш вырăна тухнă. Алексей Андреев виççĕмĕш пулнă. Вăл 60 килограмлă спортсменсемпе ăмăртнă. Тепĕр кунне Аркадий Алексеев 90 килограмм таран таякан арçынсемпе кĕрешнĕ. Ку хутĕнче те пултаруллă спортсмен пуринчен те выляса илнĕ, чемпион ятне тивĕçнĕ. СССР спорт мастерĕ, тĕнче Кубокне çĕнсе илнĕ Н.Сейфуллин тата И.Никитин тренерсем пулăшнипе вĕсем хăйсен спортри ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ.

 



26 октября 2010
00:00
Поделиться