Грипран - прививкăсем
Çынсен иммун системи хавшанипе кĕрхи-хĕллехи тапхăрта чылайăшĕ шăнса пăсăлас, сывлав органĕсен чирĕсемпе нушаланас хăрушслăх пур. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина çирĕплетнĕ тăрăх - грипран асăрханмалли шанчăклă меслет - вакцина профилактики. Профилактика прививкисен наци календарĕ тăрăх Чăваш Енре 2010-2011 çулсенче грипран сыхланма 220 пин çын тĕлĕшпе малтанах вакцинаци ирттерме палăртнă. Çак тĕллевпе республикăна «Гриппол плюс» (46 пин доза) тата «Гриппол» (105 пин доза) вакцина илсе килнĕ. Хăшĕ-пĕри прививка тутарма шикленсе тăрать, çакă хăйне сиен кÿме пултарать тесе шухăшлать. Сиплевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, гриппа кĕрешмелли хатĕрсем сиенсĕр тата усăллă. Вакцинацилени çак чирпе чирлессине икĕ хут чакарать. Прививка хыççăн чир ерсессĕн те вăл çăмăллăн иртет тата ытти органа сиенлĕ витĕм кÿмест. Сăмах май, процедура умĕн кашни çыннăн сывлăхне медицина ĕçченĕ тĕрĕслет. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен шухăшĕпе ку чир декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче сарăлма пултарать. Çавна май шăпах халĕ прививка тумалла.
Грипп, респираторлă вирус инфекцийĕсем (ОРВИ) пĕрешкелех пуçланаççĕ: вĕрилентерсе пăрахать, вăй-хал чакать, сунас, ÿслĕк пуçланать. Çапах та пĕрремĕшĕ йывăррăн иртет тата бронхита, пневмоние, отита, синусита куçас хăрушлăх пысăк. Аслă ăру çыннисемшĕн - иммунитет вăйсăрланнисемшĕн, чир-чĕр пуррисемшĕн - уйрăмах сиенлĕ вăл. Грипп, ОРВИ сарăлнă тапхăрта кашнин хăйне упрама тăрăшмалла. Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн районта 2150 доза чухлĕ «Гриппол» вакцина килнĕ. «Сывлăх» нацпроект шайĕнче чи малтанах чирлес хăрушлăх пысăк çынсене прививка тăваççĕ. Кусем - ачасем, коммуналлă служба ĕçченĕсем, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, сутуçăсем, транспорт ĕçченĕсем.
Кăçалхи октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне 2010 çынна прививка тунă. Сентябрь уйăхĕнче вырăнти бюджет укçи-тенкипе 50 доза «Гриппол» вакцина туяннă, пурне те усă курнă. Çак вăхăт тĕлне 191 доза юлнă, октябрь уйăхĕнче вĕсене пурне те усăпа пĕтермелле. Ялсенче çынсене фельдшерсем прививка тăваççĕ, ыттисен районти тĕп больницăна инфекци чирĕсен кабинетне пымалла.