Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çырав вĕçленсен те ĕçĕ пĕтмест

Октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртрĕ. Тепĕр 4 кунра вара çыравçăсемпе инструкторсем кил-çуртсенче контрольлĕ тĕрĕслев ирттереççĕ - паян юлашки кун, халăхăн 10 процентне тепĕр хут çырса тухаççĕ, çырав хучĕсене тĕрĕс йĕркеленин пахалăхне тишкереççĕ. Районта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ Чăвашстат палăртса хунă йĕркепе, çирĕп графикпе иртрĕ. Граждансен тĕп пайĕ яланхи мелпех çырăнчĕ - çыравçăна килте йышăнса хăй пирки пĕлтерчĕ. Халăх çырава йышлăн хирĕçлени пулман. Хутшăнас мар текенсене çав-çавах ÿкĕте кĕртнĕ. Çырав пирĕн районта кил-çурт вырăнĕсĕр пурăнакан пĕр çынна тупса палăртнă. Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем - муниципалитет пĕрлешĕвĕсем, районта мĕн чухлĕ çын пурăннă пирки 2011 çулхи апрель уйăхĕнче пĕлтерĕç.



29 октября 2010
00:00
Поделиться