Ăшă туйăм ытамĕнче
Районти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Иванович Садюковăн картинисен выставки уçăлни çинчен пĕлтернĕччĕ. Республика кунĕнче те ун картинисемпе паллашакан чылай пулчĕ. Ытларахăшне тăван Вăрмар тăрăхне сăнланă картинăсем килĕшрĕç.
Вĕсемпе чи малтанах Энĕшпуçĕнчи тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсемпе тăван ен культурине хапăл тăвакан ачасем тĕплĕн паллашрĕç. Шкул çумĕнчи тавра пĕлÿ музейне йĕркелекенĕ И.Криков тата чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекен З.Дмитриева çамрăк ăрăва кун пек мероприятисене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тăван ене юратма, ун пуянлăхне упрама вĕренеççĕ. Н.Садюков ÿнерçĕн куравĕпе ачасене Н.Михайлова экскурсовод паллаштарчĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
И.Криков каланинчен.
Вăрмарти музее уçнăранпа çулталăк ытларах иртрĕ. Илемлĕ, капмар, хăтлă çĕнĕ çуртра вырнаçнă вăл. Пÿлĕмĕсенче экспонатсене йĕркине пăхăнса, ăнланса-пĕлсе тĕплĕн вырнаçтарнă. Этем аталанăвĕн ĕçĕ-хĕлĕнче ку музейăн хăйне евĕр сăн-сăпачĕ, уйрăмлăхĕ, вырăнĕ. Кунта кăтартма тăратнă материалсем пирĕн йăх-тымарсен, чăваш халăхĕн аваллăхпа паянхи кун çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштараççĕ, кăсăклантараççĕ. Шăпах çакă паян пире хамăр пурнăçа, культурăна, историне ăнланмашкăн, тавра пĕлÿне ÿстерме пулăшать. Музейра тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă пĕр пÿлĕмĕнче Кавалта çуралса ÿснĕ Н.Садюков ÿнерçĕн пуян выставкине вырнаçтарнă. Курава килнĕ ачасен ÿнерçĕн пуян выставкипе те паллашма тÿр килчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен музей вĕсене тарăн шухăша ячĕ... Вĕсем ăшă туйăм ытамĕнче пулчĕç тейĕн. Экскурсире пулса курни, хамăр шкулти музейре ĕçлесе район историне тĕплĕнрех пĕлни ачасене вĕренÿпе çирĕп пĕлÿ илме, Тăван çĕршыва, пурнăçа юратма вĕрентет.
Районти музей кулленхи ĕçе те тĕплĕн туса пырать, малашлăхпа пурăнать, çĕнĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать. Пултаруллă та хастар музейçĕсене вăй хурса ĕçлеме, куравçăсене хапăл йышăнма ырлăх-сывлăх сунас килет.
Районти тавра пĕлÿ музейĕнче Н.Садюков выставки пĕр уйăх пырать.
Паллă художникăн картинисене тинкернĕ май çакна асăрхама пулать: автор çынпа çут çанталăк хушшинчи çыхăнăва тĕпчет. Халăх пурнăçĕнче кашни япала мĕнле вырăн йышăнать-ши - ку та питĕ кăсăклантарать ăна. Аваллăхпа хальхи мĕнле килĕшсе тăмалла - çак ыйтăва та хускатать картинисенче. Кашни ĕçре хăйĕн йĕрĕ, творчествăлла почеркĕ сисĕнсе тăрать. Николай Иванович ытларах пейзаж ÿкерет. Унăн картинисенче тăван ен - Кавал ялĕн тавралăхĕ сăнарланнă. Художник нумай выставкăна хутшăннă. Унăн ĕçĕсем Мускавра темиçе хутчен, Хусанта, Чулхулара пулнă. Паллăрах ĕçĕсем: «Хурăнсем», «Мускав» серинчен, «Кимĕсем», «Ватă йăмрасем», «Ĕç хыççăн» тата ытти те. Пултаруллă художникăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен районти тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин тĕплĕн каласа пачĕ, ун çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Музейра ачасем чылайччен картинăсене курса киленчĕç, хăшĕ-пĕрин, тен, художник пулас туйăм та çуралчĕ пулĕ.