Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Автобус рульне çирĕп тытать

Мăнçырмара çуралса ÿснĕ Олег Михайлович Михайловăн пурнăçĕ ытти арçынсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. «Ялта пурăнатăн пулсан механизатор профессине алла ил», текен каларăша ăша хывнă вăл.

Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех шофер правине илме ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртес тесе Куйбышев облаçĕнчи Надежинăри механизаторсен шкулне вĕренме кĕрет. Экзаменсене ăнăçлă тытса лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Водитель правине илсе тăван яла таврăнать. Вĕри чĕреллĕ хастар çамрăка тăван ялти «Правда» колхозра автомашина çирĕплетсе параççĕ. Шанса панă техникăна тухăçлă ĕçлеттерет. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ăна «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Пилĕк çуллăх ударникĕ» знаксемпе наградăлаççĕ, «Районти чи лайăх механизатор» хисеплĕ ят параççĕ, чылай грамотăсемпе дипломсем парса чыс тăваççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн панă унăн чи пысăк награди «Хисеп палли» орден. Унăн кăкăрне çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет.

2002 çултанпа Мăнçырмари вăтам шкулта водительте вăй хурать.

«Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн кăçалхи август уйăхĕнче Мăнçырма шкулне çĕнĕ автобус уйăрса пачĕç. Унăн рульне Олег Михайлов çирĕппĕн ярса тытрĕ. Вăл Кĕтеснер, Çĕнĕ тата Кивĕ Шулхан, Эçпепе ялĕсенчи шкул ачисене ирхине база шкулне турттарать, уроксем хыççăн киле леçсе ярать.

- Олег Михайлович ĕçĕпе коллектив кăмăллă. Шанса панă техникăна тухăçлă ĕçлеттерет, яланах юсавлă тытать, рейса вăхăтра тухать, - тет Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ В.Николаев.



29 октября 2010
00:00
Поделиться