Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мĕн вуламаллине те тĕрĕслеççĕ

Вăрмар район прокуратури Вăрмарти тĕп библиотекăра экстремистла материалсен федераллă списокне кĕрекен литература пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Библиотекăра вулакансем патне экстремистла тесе йышăннă литература ан çиттĕр тесе ятарласа Е.Иванова специалист ĕçлет. Çак специалист библиотекăна килекен кĕнекесене тишкерессипе, комплектлассипе тăрăшать. Кĕнекери аннотацие, умĕн каланине тĕпчесе, вăл ку кĕнеке экстремистла материалсен списокне лекнипе лекменнине пăхать. Çавăн пекех тĕп библиотекăра ялти библиотекăсене салатмалли кĕнекесене те пăхса тухаççĕ, инвентаризацилеççĕ.

Экстремистла материалсен федераллă списокне лекнĕ литературăран хăтăлас тĕллевпе библиотекăри изданисене ятарласа каталогсем урлă патшалăх кĕнеке издательствисенчен кăна туянаççĕ.Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăт тĕлне библиотекăра экстремистла материалсен шутне кĕрекен литература списокĕ электронлă вариантпа тата хут çинче пуррине палăртнă.

Район прокуратурин ĕçченĕсем тĕрĕслев ирттернĕ май илемлĕ, справкăлла литература хушшинче экстремистла материаллă кĕнекесем тупман.

Çапла çак сферăра саккуна пăснине тупса палăртман.



29 октября 2010
00:00
Поделиться