Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăха пăхса ĕçлекенĕн ĕçĕ те курăмлă

Республикăри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисем хушшинче «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики пĕр тикĕссĕн, малашлăха пăхса ĕçлесе пыракан хуçалăх. Ĕç майне пĕлекен çынсем ĕçлеççĕ кунта. Ĕçчен коллектива тăххăрмĕш çул пултаруллă ертÿçĕ, РФ Ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ Н.Петров ертсе пырать. Хуçалăхăн кăтартăвĕсем те курăмлă.

Кайăк-кĕшĕк йышĕ, вĕсенчен продукци туса илесси çулран çул ÿссех пырать. Çакна кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусем те лайăх çирĕплетсе параççĕ. Акă, пурĕ 3 млн та 302 пин штук çăмарта, 4 пин те 543 центнера яхăн аш-какай туса илнĕ, çакă, унчченхи çулхипе танлаштарсан, чылай нумайрах. Ăратлă чăхсен çăмартине пĕр миллион ытла сутнă. Вĕсене туянма Раççейри пĕтĕм регионсенчен те килеççĕ тени йăнăш пулмĕ. Ăратлăх енĕпе те çине тăрса ĕçлеççĕ мал ĕмĕтлĕ коллективра. Унăн шайне тытса тăрас тесе ятарласа Ставрополь крайĕнче вырнаçнă Çурçĕр Кавказри наукăпа тĕпчев институтĕнчен кăркка çăмартисем илсе килеççĕ. Вырăнти инкубаторта çăмартасенчен чĕпсем кăларса, çитĕнтерсе вĕсен çăмартисене сутаççĕ. Чĕпсем кăларса сутасси çине тимлĕн пăхаççĕ, акă кăçалхи тăхăр уйăхра 233 пин чăх, хур, кăркка чĕпписем сутнă. Хуçалăх ĕçченĕсем хурсен «Линдовская», кăрккасен «Белая широкогрудая», чăхсен «Кросс» конкурент - 3» - йăхĕсемпе ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсерен тĕрлĕ шайри куравсене хутшăнса пахалăхлă продукцишĕн, ăратлă кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунишĕн хуçалăх нумай дипломсемпе тав хучĕсене тивĕçет. Ячĕ-сумĕ те пур, продукцийĕ те сутăнать, апла пулсан ĕçлекенĕн шалăвĕ те ÿсмешкĕн сăлтавĕ пур. Ĕç укçийĕ тенĕрен, кăçал вăтам ĕç укçи 8 пин те 929 тенкĕпе танлашнă.

Кăçалхи типĕ çу ял çыннине нумай йывăрлăх кăтартрĕ. Çапах та киввăрмарсем ытти хуçалăхсемпе танлаштарсассăн чылай çаврăнăçуллăрах пулнине кăтартса пачĕç. Паллах, кĕрхи культурăсем - сивĕпе, çурхисем шăрăхпа пĕтнине саплаштарма тăкаксен пĕр пайне патшалăхран пулăшу илни киввăрмарсене йывăр вăхăтра сывлăш çавăрса яма пулăшрĕ. Çапах та юлнă лаптăксенчен пĕр гектартан 25,7 центнер пуçтарса илме пултарчĕç.

Çапла вара ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăваççĕ фабрикăра тăрăшакансем, анчах çитĕнÿсемпе лăпланса лармаççĕ. Хăйсен ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ майсем, тупăш çăл куçĕсем шыраççĕ. Кăркка продукцийĕ тупăшлăрах пулнине кура киввăрмарсем хурсемпе чăх-чĕпсемпе ĕçленĕ хушăрах çÿлерех асăннă кайăка ĕрчетессине мала хурса инвестици проекчĕ хатĕрленĕ, ятарлă инвестици программине кĕнĕ. Патшалăхран 8 çуллăха кредит илнĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн малтан хурсем тытнă витесене тĕпрен çĕнетме, çăмарта тăвакан кăрккасен шутне 4 пин те 200 таран çитерме тата 30 пине яхăн кайăк-кĕшĕк пуçĕ валли апат хутăшĕ хатĕрлекен кормоцеха хута яма планланă. Çирĕп те ĕçчен коллективра ĕç-пуç планпа кал-кал пурнăçланса пырать. Иртнĕ шăмат кун киввăрмарсем пĕрремĕш витене реконструкцилесе хута ячĕç. Çĕнĕ витене çăмарта тума хатĕрленекен, июль уйăхĕнче тухнă, 2400 пуç кăркка ячĕç. Кăркка черчен те ачаш кайăк-кĕшĕк пулнă пирки ăна усрамалли тата тăрантармалли технологи ансатах мар, апачĕ урăхларах кирлĕ. Çавна май витере Ижевск хулинчен 110 пин тенкĕлĕх ятарлă оборудовани кÿрсе килсе вырнаçтарнă. Реконструкципе çыхăннă пĕтĕм ĕçсен калăпăшне хуçалăх хăйĕн вăйĕпе тума тăрăшать. Çак кунсенчех кормоцех валли оборудовани килсе çитмелле, ăна вырнаçтарса хута ямалла. Черетре çĕнĕ вите тăвасси...

Мал ĕмĕтлĕ пуçлăх çĕннине шырать, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелет, тĕрлĕ курава, канашлăва çитме, хутшăнма тăрăшать. Акă эрне пуçламăшĕнче Хусан хулине «Росптицесоюз» ирттерекен канашлуран çеç таврăнчĕ, юн кунах Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пыракан делегаци ушкăнĕнче Литва Республикин тĕп хулинче Вильнюсра иртекен ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăнма тухса кайрĕ.



29 октября 2010
00:00
Поделиться