Пĕрле пулсан ÿсĕм пулать
Паян ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен кунĕ. Çак кун йăлана кĕнĕ йĕркепе ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене чыслаççĕ, чи лайăх ĕçлекенсем вара уйрăмах пысăк хисепре. Республикипе илсен ял хуçалăхĕ тĕллевлĕ аталанса пырать, çав хушăра пирĕн район та лайăххисен шутĕнче.
Иртнĕ 9 уйăхри кăтартусем тăрăх пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче аш-какай, çăмарта туса илесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан палăрмаллах ÿснĕ. 2768 тонна аш-какай туса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 78 тонна, е 2,9 процент, ытларах туса илнĕ, ку енĕпе килти уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕ -104,5, ял хуçалăх предприятийĕсен - 103,4 процент. Сĕт суса илесси кăçалхи çанталăк условийĕсемпе те çыхăннă пулĕ, халичченхипе танлаштарсан палăрмаллах чакнă. Кăçал районĕпе 12972 тонна суса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 342 тонна, е 2,6 процент, сахалтарах. Çăмарта туса илесси - 7,2 процент ытларах ÿснĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсене те шута илсен - 9814, сыснасем - 10734, кайăк-кĕшĕк йышĕ 180852 пуçа çитнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 10 процент ытларах.
Сухаланмасăр выртакан çĕрсемпе усă курасси ÿссех пыни савăнтарать. Ку енĕпе «Арабоси» агрофирма, «Надежда», «Вăтам Энĕш» хуçалăхсемпе «В.Павлов», «Е.Арманова» фермерсем Кĕлкеш, Пинер, Кавал ял тăрăхĕсен çĕрĕсене сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртрĕç. Кĕр тыррисене 6590 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Хĕлле ытла та сивĕ пулнипе çĕр часах ăшăнаймарĕ, çуркунне хĕвелĕ ытла та хытă хĕртрĕ. Çавăнпа кĕрхи культурăсем вăй илеймерĕç - тип шар курчĕç - 4182 гектарĕ тĕп пулчĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 12543 гектар çинче акса хăварнă пулнă, çав шутран 8995 гектарĕ типсе ĕнсе ларчĕ. 1410 гектар çинче çĕр улми лартнă пулнă, вĕсенчен 1030 гектарне сухаласа пăрахма тивнĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем те ÿсеймерĕç, апла пулсан та хуçалăхсенче 1805 тонна утă, 800 тонна сенаж, 270 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ, кĕрхи культурăсене 6015 гектар çинче акса хăварнă.
«Агропромышленность аталанăвĕ» наци проекчĕ районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Çавна май ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакансем çăмăллăхлă кредитсем илеççĕ. Кăçал çак вăхăт тĕлне 341 хуçалăх 48 миллион та 850 пин тенкĕ, наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа 2474 уйрăм кил хуçалăхĕ 388 миллион та 579 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитпа тухăçлăн усă курнă.
Çитĕнÿсем тăвасси çĕре юратакансем ытларах вăй хунипе пулса пырать. Çавăнпа та вĕсене çĕр ĕçченĕсен уявĕпе саламлар, малашне те умри йывăрлăхсене çĕнтерсе çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунар.