Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Патшалăх символикисене пĕлни кирлех

Раççей тата Чăваш патшалăх символикисене районти шкулсенче вĕренекенсем мĕнлерех шайра пĕлессипе районти, республикăри конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнчи «Илемлĕ сăрăсем» пĕрлешÿ (ертсе пыраканĕ С.Романова) - пĕрремĕш, иккĕмĕшне Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул (И.Иванов), виççĕмĕш вырăнсене Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул (Э.Бормисова) йышăннă. Çавăн пекех Тикашри, Шăхальти, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем те çак конкурса активлă хутшăннă. Чи лайăх сăвăсем шутне М.Иванова (Энĕшпуç шкулĕ), А.Иванова (Тикаш) сăввисене кĕртнĕ.



29 октября 2010
00:00
Поделиться