Пурнăç çул-йĕрĕ: Ф.Иванов
Çын ĕмĕрĕ, пурнăçĕ пĕр пек килмест. Кун пирки авалхи Римрах çапла каланă: «Кашнинех - хăйĕнне». Чăнахах та çавăн пек ĕнтĕ: камăн ĕмĕрĕ вăрăм та телейлĕ, теприн вара вăл питĕ кĕске.
Çак философилле шухăшсем пуçа пырса кĕрсен эпĕ яланах пирĕн районта кăна мар, унăн тулашĕнче те паллă çын пулнă Федор Иванович Иванова аса илетĕп. Федор Иванович Иванов 1930 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Чулкас ялĕнче Иван Егорович Ивановпа Мария Романовна Романовăн хресченсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă (вĕсен ултă ывăл-хĕр пулнă).
Йывăр та тертлĕ пулнă вĕсен ачалăхĕ. Ашшĕ, Иван Егорович, районти чи пирвайхи трактористсенчен пĕри, МТСра ĕçленĕ, 1940 çулта хăйĕн тракторне юсанă чухне аманса вилет. Амăшĕн вара ултă ачине пĕчченех пăхса ÿстерме тивет. Тăранмалăх çăкăр та, тăхăнмалăх йĕркеллĕ тумтир те пулман ĕнтĕ çемйере.
Федя 11 çула кайсан хăрушă вăрçă пуçланать. Çавна пула вара унăн йĕркеллĕ вĕренме те май килмен, пултарулăхĕ пысăк пулнă пулин те. Чупай шкулĕн 6-мĕш класне вĕренсе пĕтерсен 1944 çулта вăл Улатăрти ФЗО шкулне вĕренме каять. Вунтăватă çултах пăравуссем юсакан заводра слесарь-ремонтник пулса ĕçлеме тытăнать.
1949 çулта Федора Челябинск облаçне, Копейск хулине, шахтăна ĕçлеме яраççĕ. Çÿллĕ пÿллĕ, тĕреклĕ, пысăк вăй-халлă каччă кĕске вăхăтрах шахтăри йывăр ĕçре палăрать, малтисен ретне тухать. Кĕçех ăна вырăнти комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ. Кунта вăл çамрăк рабочисен каçхи шкулĕн 7-мĕш класне вĕренсе пĕтерет. Маларах кайса çакна каласа хăваратăп: каярахпа вăл 8-мĕш класа Анаткас шкулĕн каçхи уйрăмĕнче, 9-10-мĕш классене Вăрмарти каçхи шкулта (ĕçленĕ чухнех ĕнтĕ) вĕренсе пĕтерет. Каярахпа куçăмсăр майпа Горьки облаçĕнчи Перевозск хулинчи строительство техникумĕнче вĕренет, техник-строитель специальнăçне алла илет.
...Копейскри шахтăра ĕçленĕ вăхăтра Федор Тутар Республикинчи Элькей районĕнчен ĕçлеме килнĕ Татьяна Михайловна Николаевăпа паллашать, кĕçех икĕ çамрăк мăшăрланаççĕ. Кунтах вĕсен аслă хĕрĕ Елена çуралать.
1953 çулта çамрăк çемье Чулкас ялне таврăнать.
Федор Иванович Вăрмарти МТСра тракторист, трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçлет. Çак вырăнтан 1955 çулта вăл комсомол путевкипе инçетри Алтай крайне çерем уçма (целинана) тухса каять. Кунта та хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрать. Чулкаса, тăван колхоза, таврăнсан завхоз, бригадир помощникĕ, колхоз председателĕ, каярахпа Чулкас ял Совечĕн председателĕ пулса ĕçлет.
1967 çулта вара ăна тĕрлĕ çĕрте пысăк опыт пухнă, строитель дипломне алла илнĕ çынна Вăрмарти хуçалăхсен хушшинчи строительствăпа монтаж управленийĕн начальникĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Çак пысăк ĕçре унăн организаторла таланчĕ яр-уççăн аталанать, палăрать. Кунта вăл 12 çул вăй хурать. Организацие Федор Иванович ертсе пынă тапхăрта строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ темиçе хут ÿсет. Районти хуçалăхсенче вуншар-вуншар производствăлла тата социаллă-культурăлла объектсем ÿссе ларчĕç. Çак çулсенче «За коммунизм», «Восход», «Путь Ильича», «Динамо» колхозсенче 3000 пуç сысна, «Тегешевский», «Мусирминский», «Восход», «Путь Ильича», «Победа» хуçалăхсенче 400 пуç сăвакан ĕне вырнаçмалăх комплекссем, XXV-мĕш партсъезд ячĕллĕ совхозра 3200 мăйракаллă шултра çамрăк выльăх валли комплекс тунăччĕ. Чупайĕнчи, Арапуçĕнчи, Шăхальти, Аслă Чакри, Кĕлкешри, Энĕшпуçĕнчи, Эçпепери, Тикашри шкулсен 320 е ытларах ача вĕренмелли çĕнĕ çурчĕсене, районĕпе 10 ача-пăча садне, Чупай, Чулкас, Мăнçырма, Арапуç, Кĕтеснер, Пинер, Аслă Чак, Кавал ялĕсенче 300 вырăнлăх Культура çурчĕсене хăпартнă.
Çавăнпа пĕрлех Федор Иванович тăрăшнипе строительствăпа монтаж управленийĕ хăйĕн производство базине çĕнĕрен тунăччĕ. Пултарулăхне кура Ф.Иванов 1978 çула «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулчĕ. СМУ объектсене колхозсемпе совхозсенче вĕсем валли тунă. Анчах пытармалли çук: хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем объекта тума пуçличчен, ăна плана кĕртиччен, парти райкомне те, райĕçтăвкома та, ял хуçалăх управленине те тăтăшах çÿретчĕç. Объекта плана кĕртсен вара лăпланатчĕç, генподрядчике, СМУна кирлĕ пулăшу памастчĕç (автотранспорт, ĕç вăйĕ уйăрассипе тата ытти те). СМУ планĕ вара кашни çул ÿссе пыратчĕ. Вăл вăхăтра вара планшăн, уйрăмах объектсене планпа палăртнă вăхăтра туса пĕтерессишĕн, хута ярассишĕн питĕ çирĕп ыйтнă. Явапĕ вара СМУ начальникĕ çинче пулнă.
Вăл çулсенче эпĕ, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă май, Федор Ивановичпа пĕрле нумай çÿренĕ, ĕçленĕ, шухăшланă, тавлашнă... Вăл мĕнле, пĕтĕм вăй-халне, чунне парса ĕçленине эпĕ хам лайăх курнă, пĕлнĕ. 1978 çултан пуçласа Федор Иванович сывлăхĕ хавшанă пирки калаçма пуçларĕ. Урăх ĕçе куçас пирки те ыйту тăрататчĕ.
Шăпах çав вăхăтра «Россия» совхоз директорĕ пирки ыйту хускалчĕ. Юлашки 2-3 çул хушшинче унта ĕç тата производство дисциплини япăхланчĕ. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре йывăрлăхсем пуçланчĕç, плансем пурнăçланма пăрахрĕç. Юсав ĕçĕсене вăхăтра туман пирки выльăх витисем ишĕлме пуçларĕç.
1979 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн Федор Ивановичпа уçăмлă калаçу пулчĕ. Эпĕ ăна çапла каларăм: «Федор Иванович, СМУ начальникĕнче 12 çул ĕçлесе Эсир чăнахах та ывăнса çитрĕр ĕнтĕ. Сирĕн сывлăх хавшанине те пĕлетпĕр. Хăвăр тăван яла, Чулкаса «Россия» совхоз директорĕ пулса ĕçлеме каймăр-ши; Совхоза, çынсене Эсир лайăх пĕлетĕр, вĕсем те пуçлăха Сире лартма сĕнеççĕ». «Шухăшласа пăхам-ха, кун пирки», - терĕ Федор Иванович.
Темиçе кунран вăл каллех райкома килнĕ. «Айтăр-ха пĕрле «Россия» совхоза кайса пур участоксенче, уй-хирсенче, фермăсенче пулар-ха. Шупашкартан республикăри «Хмельпром» пĕрлешĕвĕн начальникне П.Ивантаева чĕнсен лайăх пулнă пулĕччĕ».
Тепĕр кунне Ф.Иванов, П.Ивантаев тата эпĕ кунĕпех «Россия» совхозра пултăмăр. Çитменлĕхсене курсан Федор Ивановичăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. «Мĕнле ĕçлемелле, мĕнрен пуçламалла кунта, - терĕ вăл, - хуçалăх питĕ юхăннă вĕт».
Эпир ăна лăплантарма тăрăшрăмăр, «Хмельпром» район енчен пулăшса пырасси çинчен шантартăмăр. Вара Федор Иванович вырăсла: «Была не была, где наша ни пропадала», - терĕ. Чăвашла: «Йывăр пулать, анчах та эпĕ хăрама хăнăхман», - тесе хушса хучĕ...
Кĕске вăхăтрах, 2 çул çурă хушшинче, «Россия» совхозра вăл питĕ пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ: ял хуçалăх культурисен тухăçĕ тепĕр хут ÿсме пуçларĕ. Пур фермăсене те тĕпрен юсаттарчĕ, çĕнĕ витесем тутарчĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси те палăрмаллах ÿсрĕ. Вăл тăрăшнипех Чулкас ялĕнче 400 ача вĕренмелĕх шкул çуртне турăмăр, ăна 1982 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче уçрăмăр, анчах... Федор Иванович вилнĕ хыççăн тепĕр 5 уйăхран. Çĕнĕ шкула вăл кĕрсе кураймарĕ. Çав çулсенчех Чулкас ялĕнче специалистсемпе рабочисем валли икшер хваттерлĕ 14 çурт турĕç.
Вырăнти халăх, ăна малтан та пĕлнĕскер, татах та ытларах хисеплеме пуçларĕ. «Пирĕн Федор Иванович», - тетчĕç ун пирки совхоз ĕçченĕсем.
Çапла, совхозра пурте палăрмаллах улшăнчĕ, лайăхланчĕ, анчах... Федор Ивановичăн сывлăхĕ татах та япăхланчĕ. Шупашкарти паллă врачсем патĕнче те пулчĕ вăл, больницăсенче сипленсе пăхрĕ - усси пулмарĕ.
1981 çулхи ноябрь уйăхĕнче эпир ăна çăмăлрах ĕçе, Чулкас ял Совечĕн председателĕн вырăнне куçартăмăр. Кунта та Федор Иванович нумай ĕçсем туса ирттерчĕ, анчах та 1982 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ун чухне вăл вăй питти ÿсĕмреччĕ, 52 çула çеç кайнăччĕ...
Çавăн пек пулчĕ Федор Ивановичăн, чăн-чăн этемĕн, пултаруллă организаторăн тата руководителĕн шăпи. Хăйĕн пысăк та мухтавлă ĕçĕсемпе вăл район историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕ.
Федор Иванович туслă та йĕркеллĕ çемье пуçлăхĕ пулнă. Унăн мăшăрĕ, Татьяна Михайловна, Чулкас ялĕнче пурăннă чухне Вăрмар райповĕн тытăмĕнче ĕçленĕскер, нумай çул хушши ĕнтĕ çитĕннĕ ачисемпе Шупашкарта пурăнать, килти ĕçсене тăвать, дачăра та вăй çитнĕ таран тăрăшать, мăнукĕсене пăхать. Вĕсен аслă хĕрĕ, Елена Федоровна, Хусанти медицина институтĕнче вĕренсе тухнă хыççăн чылай вăхăт хушши Чита облаçĕнче врач пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, çемйипе Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче пурăнать. Иккĕмĕш хĕрĕ, Галина Федоровна, ашшĕ çулĕпе кайнă, Хусанти инженерипе строительство институтне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр вăхăт вăл Вăрмарта ял хуçалăх управленийĕн инженер-строителĕ, кайран 17 çул ытла Шупашкарта республика строительство министерствин специалисчĕ пулса ĕçлерĕ. Халĕ патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕнче вăй хурать. Ăна республикăри пур хуласемпе районсенче те лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ.
Ивановсен виççĕмĕш ачи, Виктор Федорович, Хусанти инженерипе строительство институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл та инженер-строитель. Çемйипе Шупашкарта пурăнать. Хăй хальхи вăхăтра Мускавра пĕр пысăк строительство организацийĕнче участок начальникĕ пулса ĕçлет, пурăнмалли çурт-йĕр тăвать.
«Улми улмуççинчен аякка ÿкмест», - теççĕ халăхра. Федор Ивановичпа Татьяна Михайловнăн ачисем пирки çавăн пек калама пулать: пурте ашшĕпе амăшĕ пекех ăслă-тăнлă, яваплă, ĕçчен, пултаруллă.