Сиплĕ пыл вăй-хăват парать
«Чунне парса ĕçлекенсем хăйсен ĕçĕпе мухтанмаççĕ», - теççĕ яланах пирĕн ялти ватăсем çуллахи кунсенче каçсерен урама тухса ларнă вăхăтра. Çак пĕлтерĕшлĕ сăмаха вĕсем ытларах манăн аттен пиччĕшĕ - Валерий Викторович Иванов пирки каланăн туйăнать. Мĕншĕн тесен ун пек çынсем ялта кăна мар, таврара та сахал тесе шутлатăп. Эпир ăна çемйипех питĕ хисеплетпĕр, ялти çынсем те унăн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнме пăрахмаççĕ. «Сиплĕ пыл ĕçлеме вăй-хăват парать пулĕ ăна», - теççĕ. Тен, чăнах та çапла. Пахча тулли вĕлле тытать вăл. Ăнса пулнă çул пылне те нумай параççĕ иккен вĕсем. Салтакран тин килсенех аттен пиччĕшĕ «Россия» совхозăн утарĕнче утарçăра та нумай çулсем тăрăшнă. Анчах хуçалăхĕ саланса кайсан вăл унта ĕçлеме пăрахнă, хăй килĕнче пыл туса илме тытăннă. Вăл каласа панă тăрăх, хурт-хăмăр ăстин куçа курăнман ĕçĕ, йывăрлăхĕ питех те нумай. Хуртсене тĕрлĕрен чир-чĕр те самаях сиен кÿрет. Унпа та вăхăтра кĕрешмелле. Хуртсем таçта аякка апат шыраса ан вĕçчĕр тесе вăл килĕнчи пахчара вĕсене юрăхлă чечек-курăксем те акса ÿстерет. Çуллахи кунсенче кунта чăннипех те çăтмах тейĕн. Хĕл кунĕсене те тĕплĕн хатĕрленет вăл. Вĕллесене йĕркене кĕртмелле, апат хатĕрлемелле, эмелсем пирки те манмалла мар. Унăн ку енĕпе вара веçех йĕркеллĕ. Вĕллесене хĕл каçарма омшаник те пур. Хуртсене пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхмалла - унсăрăн тухăç илеймĕн. Аттен пиччĕшĕпе эпир чăннипех те савăнатпăр, унпа мухтанапăр. Вăл пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.