Тухăç вăрлăхран пуçланать
Уй-хир пушанчĕ, сисмесĕрех ака вăхăчĕ те çывхарĕ. Хресчен çак куна çĕнĕ тырăна кĕлете хурсанах хатĕрленме тытăнать. Çапла пулмасăр, тухăçлă тĕш тырă туса илесси паха вăрлăхран пуçланать-çке.
Районта акса-лартса илнĕ пĕрчĕллĕ культурăсене вăрлăхлăх кондицие лартассишĕн ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 2250 тонна çуркунне акмалли вăрлăхсене тĕрĕслеттернĕ, çав шутран 1090 тонна çурхи тулă, 1100 тонна урпа вăрлăхĕ, 60 тонна - сĕлĕ. Хатĕрленĕ мĕн пур вăрлăха илес пулсан 2200 центнер е 10 процент - элитлă вăрлăхсем. Иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăх 8450 центнер - 37 процент, виççĕмĕшпе пиллĕкмĕш таран репродукциллисем - 4500 центнер е 20 процент, пачах сортлă мар вăрлăхсем 3810 центнер - 34 процент шутланса тăраççĕ. Ку кăтартусем хуçалăх пуçлăхĕсене самаях шухăшлаттармалла. Хальхи вăхăтра вăрлăхсене тасатса кондицие лартас ĕç «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче, «Шигали», «Агро-Владина» хуçалăхĕсенче аван пырать. Ытти хуçалăхсенче вара вăрлăха кĕлетсемпе ампарсенчен çуркуннеччен кăларасшăн мар пулас. Кăçал районĕпе кĕрхи культурăсене 6015 гектар çинче акса хăварнă, çав шутран районти тĕрлĕ хуçалăхсем 686 тонна элитлă вăрлăхсем туянса акрĕç, ку вăл 47 процент пулать. Çитес çур аки валли районти фермер хуçалăхĕсем 500 тонна ытла вăрлăх илсе акма палăртнă. Çитес çул енчен те хуçалăхсем элитлă е пĕрремĕшпе иккĕмĕш репродукциллĕ, кондицие ларнă вăрлăхсем аксан Чăваш Правительстви республикăри хуçалăхсене тĕрлĕрен субсиди парать. Çавăнпа та тухăçлă тĕш тырă туса илес тесен вăрлăхсем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Хуçалăхсенчи вăрлăхлăх культурăсене районти вăрлăх инспекцине килсе тĕрĕслеттерсех тăмалла. Ку енĕпе тĕслĕх илмелли хуçалăхсем районта пурах. Акă, тĕслĕхрен, «Шигали» хуçалăхра вăрлăхлăх хатĕрленĕ çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене - 1200 центнер «Эльф» сортлă урпана тата 1500 центнер «Тулайковская-10» тулăна тĕрĕслеттерме «Раççей ял хуçалăх центрĕ» Федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмне илсе килчĕç. Кунти специалистсем - Татьяна Емельяновăпа Любовь Иванова вăрлăх тасалăхне вăхăтра та тĕплĕн тĕрĕслесе парассишĕн тăрăшаççĕ. Шăхальсем паха вăрлăх кăна акаççĕ. Вăрлăх хăйсем валли кăна мар, сутлăхлăх та пур. Хуть те хăш вăхăтра та, вăрлăх кирлĕ пулсан, вĕсен хуçалăхĕнчен туянма пулать. Уй-хир ĕçĕсене пуçтарсан шартлама сивĕ пуçланичченех хĕрÿ ĕç пырать кунта. Кашни вăрлăхăн хăйĕн вырăнĕ, хăшĕсене михĕсем çине ярса тирпейлесе хураççĕ. Вăрлăх тасалăхне В.Тапинов тĕп агроном яланах контрольлесе тăрать. Ку енĕпе тава тивĕçлĕ агрономăн ĕçри опычĕ çителĕклех, ыттисене те вăл хăйĕн пĕлĕвне пама яланах хатĕр.