Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кивçенле пурăнман çын телейлĕ

Коллектив ĕçри çитĕнÿсемпе кăна мар, тĕрлĕ культурăпа кану, спорт мероприятийĕсенче те палăрать. Пирĕн уйрăмăн ăнăçлăхĕ, ума лартнă тĕллевсем пурнăçланасси Дмитрий Михайлович Игнатьев аслă суд приставĕн профессильлĕхĕнчен нумай килет. Хăйĕн ĕç опычĕпе вăл сотрудниксене паллаштарать, вĕсене суд йышăнăвĕсене ăнăçлă пурнăçлама тĕрĕс канашсем парать. Суд приставĕсен кулленхи ĕçĕ çынсемпе çыхăннă. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ саккуна «юратман», итлемен, алимент тÿлемен граждансем. Апла пулин те суд приставĕсем чылай йывăрлăхсене çĕнтерсе тĕллевсене пурнăçлама тăрăшаççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - граждансене хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаншăн наказанирен тарса пытанайманни çинчен ăнлантарса парасси. Суд приставĕсем патне районти вуншар гражданин, организаци, предприятисемпе учрежденисем хăйсен интересĕсен хÿттине тупма пыраççĕ, кашниех пулăшу илессе шанма пултараççĕ.



02 ноября 2010
00:00
Поделиться