Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чунпа пуян чухне пурнăç та ăнать

Кашни ир - шкула, ĕç вĕçленсен киле. 37 çул пĕр сиктермесĕр такăрлатнă «кил - шкул, шкул - кил» çула биологипе хими предмечĕсене ачасене ăша хывма пулăшакан Роза Ивановна Чернова малтан Кавал, Шăхаль шкулĕсене, 1977 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Тикаш шкулне илсе çитерекен сукмака.

Професси суйласа илес тĕлĕшпе нимĕнле иккĕленÿ те пулман унăн. Пĕтĕм чунĕпе юратнă ĕçне парăннăскер, савăнăçне те, хуйхине те вĕренекенсемпе çурмаран пайланă пулĕ. Ялта учитель кашнин куçĕ умĕнче. Ĕçре çеç мар, çемьере вăл мĕнле çын, мĕнле кÿршĕ, ял-йышпа мĕнле хутшăнура пулнине пурте пĕлеççĕ.

Роза Ивановна учитель профессийĕ пирки мĕн ачаран (амăшĕпе шкула ăсатса шкултан кĕтсе илнĕ кунтанпах) ĕмĕтленни çинчен каланă чухне чунĕпе çав вăхăта таврăнать пулĕ: куçĕсем ачалла хĕлхемпе çуталаççĕ. Çуллахи каникул уншăн тунсăх вăхăчĕ шутланнă, мĕншĕн тесен вĕренекенĕсем хăйсен килти ачисем пекех хаклă пулнă. 3 тĕпренчĕке (икĕ хĕрпе пĕр ывăл) çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă Роза Ивановнăпа Геннадий Александрович. «Учитель-методист», «Аслă учитель», «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Роза Ивановна.

- Ĕçе каяс, ĕç хыççăн юратнă çемье патне таврăнас килни пурнăçри чи пысăк телей, - тет саккăрмăш теçетке сукмакне такăрлатакан, çулĕсене кура мар вашават та харсăр педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Роза Ивановна çут тĕнчене 1936 çулхи шартлама февраль уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче килнĕ. Сивĕ хĕл кунĕсем ăна пуян чунпа ăшă кăмăл, çутă пуласлăх парнеленĕ.

Вăрçă умĕн çуралнисенчен ачалăх çулĕсене аса илнĕ чухне никам та куççульленмесĕр чăтаймасть пулĕ. Роза Ивановна та хăйĕн ачалăх çулĕсене куç умне кăларнă май юратнă амăшĕн йывăр шăпи çинчен чунне хытарса аса илсе ларчĕ.

Амăшĕ, Васса Викторовна Викторова, учительсен династине пуçласа яракансенчен пĕрремĕш пулнă. Шупашкарти Мускав районĕнче пурăннăскер, ватă педагог кăçал хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ, анчах çак вăхăта вăл 2 уйăх ытларах пурăнса çитеймен.

1921 çулхи выçлăхран хăтăлса юлас тĕллевпе Викторовсен çемйи (ашшĕпе амăшĕ, 3 пиччĕшĕ, Васса Викторовнăн аппăшĕпе йăмăкĕ) инçет Çĕпĕре тухса кайнă (Васса Викторовна 1910 çулхи августăн 17-мĕшĕнче Кивĕ Шулхан ялĕнче çуралнă). Çĕпĕрте вĕсен ашшĕн пиччĕшĕ пурăннă. Анчах телей вĕсемшĕн пулман: çул çинче ашшĕпе амăшĕ, 3 пиччĕшĕ тифпа чирлесе вилнĕ. Виçĕ пĕр тăван Çĕпĕре çитеймессине туйса каялла Чăваш çĕрне таврăнма шутланă.

- Çул çинчи йывăрлăхсене анне макăрмасăр нихçан та аса илейместчĕ, - тăсать калаçăва Роза Ивановна. - Паянхи кун та выçлăха пула çинĕ сурăх тирĕн шăршине, унăн тутине ас тăватăп. Вăрмансенче пушă ларакан сивĕ пÿртсенче çĕр каçнисем халĕ те куç умĕнче, - аса илнĕ амăшĕ.

Çулталăкран çур Раççее çуран утса тухса пĕр тăвансем киле çитме пултарнă. Васса Викторовнăн мăшăрĕ, Иван Григорьевич Сапаркин, шкулта истори предметне вĕрентнĕ. 1941 çулхи хаяр вăрçă çулĕсенче Мускавшăн пынă çапуçăсенчен пĕринче паттăррăн çапăçса пуçне хурсан Васса Викторовна 3 ачипе Тикаш ялне куçса килсе шкулта ĕçлеме пуçланă. 23 çул хими предметне вĕрентнĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Ĕçре палăрнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе нумай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 3 ачаран иккĕшĕ, Розăпа Эдуард, амăшĕн тĕслĕхĕпе хавхаланнăскерсем, чи кирлĕ те шутлă профессие - учитель ĕçне - суйласа илнĕ. Клара хĕрĕ - сывлăх хуралĕнче.

Васса Викторовна пуçласа янă учительсен династийĕн стажĕ халĕ 175 çулпа танлашать. Роза Ивановнăн мăшăрĕ, Геннадий Александрович Чернов, физика предметне вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Аслă пĕлÿ илсенех Пысăк Енккасси, Кавал шкулĕсенче ĕçленĕ. Тăван тăрăх хăй патнеллех туртнă ăна. Малтан Шăхаль, унтан Тикаш ялĕсен шкулĕсенче директорта ĕçленĕ.

1971 çулта Геннадий Александрович тăрăшнипе Шăхаль ялĕнче çĕнĕ шкул хăйĕн вĕренекенĕсене хапăл туса кĕтсе илнĕ. 1977 çултанпа Черновсем Тикаш шкулĕнче ĕçлеме пуçланă.

«Ашшĕ-амăшне пăх та ачисене хак пар», - тенĕ авалтан. Черновсен 3 ачи те аслă пĕлÿ илнĕ (виççĕшĕ те хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ). Аслă хĕрĕ, Альбина Геннадьевна, Сĕнтĕрвăрри хулинчи пĕрремĕш номерлĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, 2007 çулта Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕн, ашшĕпе амăшĕн ĕçне суйласа илнĕскер, 30 çул хушши ачасене вĕрентес ĕçре тăрăшать. Мăшăрĕ, Евгений Васильевич Ильин, доцент, педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ют чĕлхесен кафедрин заведующийĕнче ĕçлет. Ĕç стажĕ - 30 çул. Вĕсен ывăлĕ Андрей Евгеньевич та ашшĕ-амăшĕн, мăн асламăшĕн çулĕпе кайнă, ЧППУра акăлчан чĕлхине 7-мĕш çул вĕрентет.

Черновсен ывăлĕЭдуард Геннадьевич Куйбышев хулинчи медицина институтĕнче вĕреннĕ, çар врачĕ. 2 çул çурă Афганистан çĕрĕ çинче унта пурăнакансен тăнăç пурнăçне хÿтĕленĕ полковник.

Кĕçĕн хĕрĕ, Ирина Геннадьевна, Тутар Республикинче юристра вăй хурать.

Ачисемпе çеç мар, мăнукĕсемпе те тивĕçлипе мăнаçланаççĕ Роза Ивановнăпа Геннадий Александрович Черновсем. 6 мăнукран иккĕшĕ аслă пĕлÿ илсе ĕçлеме пуçланă. Виççĕшĕ Мускаври вĕренÿ заведенийĕсенче чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пыраççĕ. Чи кĕçĕн мăнукĕ шкул ачи - ха, «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырса пурне те савăнтарать.



03 ноября 2010
00:00
Поделиться