Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Компьютера алла илеççĕ

«Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырура çапла каланă йĕркесем пур: ... Чăваш Ен çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе, общество тата волонтер организацийĕсемпе пĕрле республикăри пĕтĕм халăха компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа туса хатĕрлемелле. «Ку енĕпе пирĕн те нумай ĕçлемелле», - тет районти тĕп библиотекăри информаци центрĕн заведующийĕ С.Щербакова.

Çак документ пичетленсе тухнă хыççăнах районти библиотека ĕçченĕсем ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçе кÿлĕннĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче тĕп библиотекăн никĕсĕ çинче компьютера вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш занятине «Компьютер вĕренетпĕр» темăпа ирттернĕ. Занятие библиотекăри методика пайĕн заведующийĕпе Т.Федоровăпа информаци центрĕн заведующийĕ С.Щербакова йĕркеленĕ. Заняти икĕ пайран тăнă: теори тата практика. Эпир пулнă кунхине кунта çак кăткăс техникăна 5 пенсионер тăрăшсах алла илессишĕн тăрăшатчĕç. Светлана Михайловна вĕсене, çĕнĕрен килнĕ тепĕр ушкăна, компьютера вĕрентме тытăнчĕ. Ачасен районти музыка шкулĕнче вăй хуракан преподавательсем те кăткăс техникăпа ĕçлеме кунта вĕреннĕ. Студентсем те, вĕренекенсем те килсех çÿреççĕ библиотекăна. Кунта çÿрекенсем уссине туйса илнĕ.



03 ноября 2010
00:00
Поделиться