Милици тата ачасем
Сентябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 27-мĕшĕччен «Милици тата ачасем» акци пычĕ. Пуçласа шкула каякансен çул-йĕр правилисене хăнăхмалла, унсăр пуçне ирĕке хăнăхнăскерсен хăйсене обществăра тытма вĕренмелле. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнчи инспекторсем вĕренÿ çулĕ пуçлансанах кашни кун тенĕ пек шкулсене çитсе ачасемпе тĕл пулчĕç. Çак акци вăхăтĕнче вара ачасене ытларах тимлĕх уйăрчĕç. Шкулсенче пулса ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе, ачасемпе тĕл пулса профилактикăллă тĕрлĕрен мероприятисем ирттерчĕç. Ачасем ытларах йăнăш тăвакан ыйтусене хускатрĕç. Вĕсем шкула кайнă е килнĕ чух çул çинче ытларах хăйсене тытма пĕлмеççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен ачасене çул-йĕр правилисене тĕплĕн каласа ăнлантармалла, мĕн çинчен сăмах пынине хăйсенчен тепĕр хут ыйтса тĕпчени те пăсмасть. Тепĕр пĕр пысăк çитменлĕх - аслăрах классенче вĕренекен ачасем тин шкула ура ярса пуснисене вăрттăнтарах кĕтессенче пусмăрлама именменни. Çак тĕслĕхсенчен пирĕн хăтăлмалла, кунта вара харпăр хăй ачине ашшĕ-амăшĕсен каласа ăнлантармалла, ачасем пĕр-пĕрне сиен ан кÿччĕр тесе тăрăшмалла.Çамрăкра вăй вĕресе тăрать, вĕсем хăйсем мĕн тунине те тепĕр чух ăнланмаççĕ. Çапла вара ашшĕ-амăшĕсем ачисемшĕн яваплă. Ачисем ытла йывăр преступлени туса хуриччен вĕсене малтанах харпăр хăйне обществăра еплерех тытмаллине е çын япалине вăрлама юраманнине каласа ăнлантармалла.