«Президент» вырăнне «Пуçлăх»
ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессинче депутатсем «Президент» сăмаха «Пуçлăх» ятпа улăштарассипе килĕшнĕ. Çакăншăн 23 депутат сасăланă, 9-шĕ хирĕç, 2-шĕ тытăнса тăнă. Депутатсем çавăн пекех 5 çулхи «куçăм тапхăрне» ырланă. Çак вăхăтра Чăваш Ен саккунлăхне федерацин саккунĕпе шайлаштарĕç.