Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Светлана» ĕçе пуçăнчĕ

Юлашки çулсенче пирĕн районта çĕнĕ предприятисем уçăлни куç кĕрет. Çакă районăн социаллă пурнăçĕпе экономикăллă аталанăвне тĕреклетет, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать.

Вĕсенчен пĕрне - «Светлана» тулли мар яваплă обществăна - палăртмалла. Вăл «АВАН-ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă общество территорийĕнче вырнаçнă. Унăн директорĕ пулса Светлана Николаевна Белоусова вăй хурать. Акцисене те сыхласа хăварма пултарчĕç вĕсем. Унччен «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществинче тăрăшса вăй хунă çĕвĕçсем тăрăшаççĕ кунта. Мускаври «Промкомплектация» тулли мар яваплă обществăпа тата ытти суту-илÿ фирмисемпе тачă çыхăну тытаççĕ. «Докер», «Иней», «Штурман» ĕç костюмĕсем çĕлеççĕ. Кунне 200-220 штук çĕлесе кăлараççĕ ăста алăллă ĕçченсем. Паха йышши изделисем кăларассипе çамрăксем те тăрăшса вăй хураççĕ. Пурлăхпа техника базине те çирĕплетнĕ вĕсем. Общество çĕнĕ йышши çĕвĕ машинисем туяннă.

Пĕтĕмĕшле каласан, обществăн малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Производство ĕç-хĕлне анлăлатасшăн вĕсем. Çавна май хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесшĕн. Асăннă предприяти ăнăçлă ĕçлесе кайсан çĕвĕçсен йышне те ÿстерме палăртаççĕ.



03 ноября 2010
00:00
Поделиться