Таварсем юрăхсăра ан тухчăр
Вăрмар район прокурорĕ тата Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿри территори уйрăмĕ «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятире ял хуçалăх продукчĕсене сутнă чухне санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пурнăçламаннине тупса палăртнă.
Ваккăн тавар сутассипе «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти, «Стройсервис» тулли мар яваплă общество саккуна кирлĕ пек пурнăçласа пымаççĕ. Çавна май Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿри территори уйрăмĕнчи Л.Крылова специалист-эксперт ваккăн тавар сутассипе саккуна пăснă «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин директорĕ Г.Николаев пирки РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 14.34 статйин 7 пайĕпе килĕшÿллĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен протокол çырнă. Çавăн пекех «Стройсервис» тулли мар яваплă обществăн директорĕ С.Мартьянов пирки те çÿлерех асăннă Кодексăн 13.34 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн протокол йĕркеленĕ, ăна Вăрмар районĕнчи пĕрремĕш номерлĕ миравай сучĕн участокне ярса панă. Унсăр пуçне санитари правилисене пăхăнман тĕслĕхсем те тупса палăртнă. О.Архипова уйрăм çын - предприниматель пахча çимĕç сутнă чухне асăннă продукт ăçтан илсе килни, хăрушсăрлăх кăларса тăратакан, пахалăх çинчен калакан документсем çуккине тупса палăртнă. Çавăн пекех сутуçăн медицина кĕнекинче те медицина тĕрĕслевĕ, лаборатори тĕпчевĕ çинчен çырни çук. Çÿлерех асăннă требованийĕсене «Стройсервис» тулли мар яваплă обществăри 2 номерлĕ суту-илÿ вырăнĕнче ял хуçалăх продукчĕсене сутакан Е.Дмитриева уйрăм çын - предприниматель те пурнăçламаннине тупса палăртнă. Çавна май Вăрмар район прокурорĕ РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 14.4 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн О.Архипова тата Е.Дмитриева пирки административлă право йĕркисене пăсни çинчен калакан 2 йышăну кăларнă, ăна Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ уйрăмĕнчи территори пайне пăхса тухма ярса панă.