Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене чысларĕç

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем район экономикине курăмлă витĕм кÿреççĕ. Çĕр ĕçĕпе çыхăннă çынсен ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ чăннипех те пысăк хисепе тивĕçлĕ.

Иртнĕ эрне кун пирĕн районта ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен уявĕ иртрĕ.

Савăнăçлă уяв райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин ял ĕçченĕсене саламланипе уçăлчĕ. Çĕре юратса пахалăхлă продукци туса илнĕ, ырми-канми вăй хунă çынсене чун-чĕререн саламласа Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем пачĕ.

Районти агропромышленноçăн 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров паллаштарчĕ. «Кăçалхи çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăрах çĕр ĕçченĕсем пуçа усмасăр ĕçлерĕç. Умри йывăрлăха çĕнтерсе çитĕнÿсем тума та пултарчĕç. Пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче 7500 тонна (тасатса тирпейленĕ хыççăн) пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртрĕç, пĕр гектар пуçне шутласан вăтамран 12,6 центнер тухнă. Çак хушăра халичченхи шайран пĕрре те кая мар тĕш тырă туса илекенсем те пур. Сăмахран, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче пĕр гектар пуçне вăтамран 25,7 центнер, «В.Павлов» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче -19,5. Çĕр улми туса илес тесе те çанна тавăрсах ĕçленĕ, анчах та шăрăх çанталăка пула нумайăшне сухаласа пăрахма тиврĕ. Çав хушăрах çĕр улми анине шăварса тăрса «Г.Ямуков» фермер тухăçлă çĕр улми туса илсе район халăхне çĕр улмипе тивĕçтерме пултарчĕ. Ыттисен унран тĕслĕх илмелли пурах. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхи культурăсене 6015 гектар çинче акса хăварнă, 8750 гектар çĕр сухаласа хăварнă. Çĕр ĕçĕпе ĕçленипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ», - терĕ Леонид Иванович.

Малалла сăмах çак уява ятарласа килнĕ ЧР Президенчĕн Администрацийĕн представителĕ, суд департаменчĕн ЧР Управленийĕн начальникĕ В.Петров илчĕ. Хамăр район çынни пулнă май тата чылай çул каялла района нумай çулсем хушши ертсе пынăскерĕн аса илмеллисем та сахалах пулмарĕç. Ял хуçалăх уявĕпе саламласа ĕçре палăрнисене ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене пачĕ. Çавăн пекех уява пухăннисене РФ Перекет банкĕн районти хушма офисĕн кредит паракан уйрăмĕнчи аслă инспектор С.Алжирова, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин пирĕн районти филиалĕн управляющийĕ А.Максимова, «Чувашия-Поддержка» акционерсен уçă обществин пирĕн районти представительствин начальникĕ Л.Андреева саламларĕç, ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, хăйсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлекенсене тав турĕç.

Савăнăçлă уяв программине чăваш эстрада артисчĕсем малалла тăсрĕç.



03 ноября 2010
00:00
Поделиться