Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕвĕçсен аллинче ĕç вĕрет

Вăрмарти «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприяти чылайранпа халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тимлет. Кунти çĕвĕ цехĕ вара клиентсене тивĕçтерекен изделисем çĕлет, вĕсен заказĕсемпе ĕçлет.

Тĕрлĕ йышши курткăсем, кĕрĕксем, костюмсем çĕлеççĕ ăста алăллă çĕвĕçсем. Унсăр пуçне «Светлана» тулли мар яваплă общество валли ĕç костюмĕсем çĕлеççĕ вĕсем. Фуфайкăсем те туса кăлараççĕ. Пурĕ 6 çĕвĕç тăрăшса вăй хурать асăннă цехра. О.Кириллова, Н.Васильева, Г.Андреева, И.Иванова, Л.Степанова, В.Александрова çĕвĕçсем, Г.Данилова касса хатĕрлекен, Е.Егорова изделисене йышăнакан чылай çулранпа тăрăшса вăй хураççĕ, ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ.

«Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат 7-8 тĕрлĕ изделисем çĕлесе кăларнă пулсан, çитес вăхăтра ун тĕсне 15-е çитерме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра çĕвĕ цехне модернизацилес ĕç пырать. Çитес вăхăтра Мускаври çĕвĕ фирмисемпе килĕшÿ туса çĕнĕ йышши изделисем туса кăларассипе ĕçе пуçăнăпăр. Çапла майпа хамăр ĕçе икĕ сменăпа йĕрекелес тĕллевлĕ эпир. Унччен асăннă цех уйăхне 50 пин тупăш кÿнĕ пулсан, çитес вăхăтра вăл 100 пинрен кая пулмалла мар», - терĕ Ю.Максимов директор.

Çакна палăртмалла: «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприятире çитес вăхăтра оргтехника юсакан уйрăм уçăлать. Енчен те сирĕн тĕрлĕ тĕслĕ телевизор, компьютер, принтер, карас телефон тата ытти йышши оргтехника юрăхсăра тухрĕ пулсан кунта сирĕн ыйтăвăра пĕтĕмпех тивĕçтерĕç. Пĕтĕмĕшле каласан, асăннă предприятин алăкĕсем сире валли яланах уçă, май пур таран сирĕн ыйтăвăрсене пур енлĕн татса парĕç.



19 ноября 2010
00:00
Поделиться