Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр

Тикаш ял тăрăхĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри. Паянхи куна кунта 665 хуçалăхра 1234 çын пурăнать, çав шутра Тикаш ялĕнче 316 хуçалăхра - 644, Хĕрлĕçырта 220 хуçалăхра - 427, Çĕнĕ Вĕренерте 129 хуçалăхра 163 çын пурăнаççĕ. Çак хуçалăхсенче 229 сăвакан ĕне, 624 сурăх-качака тата ытти выльăхсем тытаççĕ.

Тикаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем ытларах ялта ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх усраса, сутса укçа-тенкĕллĕ пулаççĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăк пурне те çав тери чăрмав кÿчĕ: пĕвесемпе тарасасенче шыв чылай чакрĕ, выльăх апачлĕх культурăсем типсе ĕнчĕç. Çапла вара ял халăхĕ умне выльăх усрама йывăрлăхсем тухса тăчĕ. Темле йывăр пулсан та çынсем майне тупса сăвакан ĕнесен йышне чакарас темерĕç. Хăшĕсем икшер, виçшер ĕне те тытаççĕ. Çакăн пек йывăр самантра чылайăшĕ харпăр хăй пахчисене (камăн пĕвесемпе юхан шывсем хĕрринче вырнаçнă) тĕрлĕ майсемпе шăварса тăчĕç. Сăмахран, А.Сапаркин фермер Сăхăт шывĕ çумĕнче вырнаçнă анисене шăварса тухăçлă çĕр улмипе сахăр кăшманĕ туса илме пултарчĕ. «Передовик» тулли мар яваплă общество, «Кĕтне», «А.Сапаркин», «Сарапай» тата «В.Иванов» фермер (хресчен) хуçалăхĕн пуçлăхĕсем, Н.Тихонов уйрăм предприниматель те ял халăхĕшĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсем тăрăшнипех ял халăхĕ валли ĕç вырăнĕсем пур. Унсăр пуçне вĕсемех ялта пурăнакансене кăçалхи йывăр условиллĕ çанталăкра утă-улăмпа тата тырăпа тивĕçтерме пултарчĕç. Хăшĕсем юнашар ял тăрăхĕн территоринче вырнаçнă «Шигали» хуçалăхран та утă-улăм, тĕш тырă туянчĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсем те çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухса ăнăçлă ĕçлесе пурăнаççĕ, хăйсене кирлĕ таран выльăх-чĕрлĕх валли апат-çимĕç туса илеççĕ. Кĕскен каласан, хăйсен çĕрĕпех тăранса пурăнаççĕ. Çапла вара ял халăхĕ сĕт тата ытти продуктсене сутса майлаштарса пурăнать. Сĕте килограмне паянхи кун 17 тенкĕпе сутаççĕ, (пĕлтĕр çак вăхăтра 7 тенкĕ кăна пулнă). Кунпа ял халăхĕ питех те кăмăллă. Сĕтне аякри вырăна кайса сутмалла мар, ялах килсе туянаççĕ. Ан ÿркен кăна: ĕнине усра та - сĕтне сут.

Ялта пурăнакансемшĕн тăрăшса инкек таврашĕнчен сыхланас тĕллевпе «В.Иванов» фермер хуçалăхĕнче пушар автомашини пур. Пушара хирĕç кĕрешсех куçарса çÿремелли моторлă пушар насусĕ иккĕ туянтăмăр. Вĕсемпе Шăхальте тата Хĕрлĕçырта пушар сÿнтернĕ çĕрте усă курма та тиврĕ. Автомашинăна çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, водителĕ те, ăшă вырăн та кирлĕ. Ку тĕлĕшпе эпир В.Иванов фермерпа килĕшÿ тунă. Çав килĕшÿ тăрăх пушар машинине тытса тăма çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме тата водителе ĕç укçи тÿлеме хутшăнатпăр. Пирĕн ĕç пурте халăхшăн тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Çавăнпа та пире ял тăрăх территоринче пурăнакансем те ăнланса пулăшсах пыраççĕ. Малалла та çаплах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шансах тăратпăр.



19 ноября 2010
00:00
Поделиться