Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх ваттисене хисепленинчен пуçланать

Çĕнĕ пуçлăх килсен, «Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать», - тенине илтнĕ. Анчах ку пĕрре те кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйланнă Н.Алексеевăна пырса тивмест. Пачах урăхла - хăйĕн ĕçне вăл чи малтан пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă çынсен сăваплă вырăнĕсене, ял масарĕсене, тирпейлессинчен пуçларĕ тесен те йăнăш пулмасть. Акă нумаях пулмасть Надежда Апполоновна тата ял старости Ю.Иванов йĕркеленипе кунта пурăнакансем Кивĕ Вĕренер масарĕнче нумай енлĕ ĕç туса ирттерчĕç: масар çурчĕн урай хăмисене майларĕç, тÿпине картон хут сарса тăпра улăхтарчĕç, пура пĕренисене строительство кăпăкĕпе сапса хупларĕç, кăмака валли вут касса-вакласа хатĕрлерĕç. Кивĕ тата çĕнĕ масара кĕмелли хапхасене çĕнĕрен туса лартрĕç, ăмăр çанталăк тăнăран, сăррисене туяннă пулсан та, сăрласа кăна ĕлкĕреймен. Карта юписене те майланă, çурт таврашне çÿп-çапран тасатнă.

Çиçтĕпе ял масарне кунта пурăнакансемсĕр пуçне Пăвакасси тата Чăрăшçырма ялĕнче пурăнакансем хăйсен ялĕнчи ентешсене юлашки çула ăсатаççĕ. Çавăнпа та масар лаптăкне тирпей-илем кĕртме 40 çын ытла, вĕсенчен çиччĕшĕ бензопăчкăпа, килнĕрен тĕлĕнмелле те мар ĕнтĕ. Кĕрхи çумăр та вĕсене, сăваплă ĕç пурнăçланăран пуль, хăратмарĕ. Йышлă ушкăн масарăн кивĕ енче йăванса выртакан йывăçсене касса вакларĕ. Пĕр кунта пур ĕçе те пурнăçласси пулмасть паллах, çапах ку ĕçе юр лариччен вĕçлесшĕн ял тăрăхĕн харсăр пуçлăхĕ. «Ĕçĕ ĕçпе те, апачĕ вăхăтпа», - теççĕ халăхра. Çакна шута илсе кунта тăрăшакансене ял тăрăхĕн депутачĕ Ю.Патрова килте пĕçернĕ вĕри кукăльпе сăйларĕ.

Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйланнă хыççăнах Надежда Апполоновна: «Пурнăçра пĕр-пĕр йывăр ĕç пулсассăн ял тăрăхĕнчи çынсем тума пултараççĕ, анчах манăн та çак йывăрлăхсене парăнтарасчĕ», - тесе калани тÿрре тухса пырать.

Çÿлерех асăннă ĕçсене вĕсем 9-мĕш номерлĕ Кавалти пĕр мандатлă суйлав округĕпе Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланнă А.Веселовскийпе пĕрле пурнăçлаççĕ. Хĕл сивви çитиччен Кавал ял масарĕнче те тирпей-илем кĕртме палăртнă, халĕ кунта пыракан çула вак чул сарса майланă.



19 ноября 2010
00:00
Поделиться