Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Пушар халăх пухăнасса кĕтсе тăмасть», -

терĕç Шăхаль ялĕнче иртнĕ Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен , пушара хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен районти чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕ пĕрле ирттернĕ черетсĕр ларăвĕнче. Вĕсем ку ял тăрăхне сăлтавсăрах килмен. Ялта кăçал çак вăхăт тĕлне 4 пушар пулнă, унта 2 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Çак усал хыпар общественноçа канăçсăрлантарса янă, вĕсем вара вырăна çитсе кунти ĕç-пуçпа паллашма килнĕ. Ял тăрăхне çитсен чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин инкек пулнă вырăна çитсе курма сĕнчĕ, хăй çак инкекри пулăмшăн хурланни çинчен пĕлтерчĕ. Çунса кĕлленнĕ çурт умĕнче пулма никамах та кăмăллă марри сисĕнчĕ, ассăн сывласа чунĕсем ыратни палăрчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн калаçăва малалла ялти клубра тăсрĕ. Шăхаль ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе унăн пуçлăхĕ А.Семенов паллаштарчĕ, килсе тухнă пушар инкекĕн тĕрлĕ сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Унтан «Шигали» хуçалăх пуçлăхне А.Ульянова сăмах пачĕç. Вăл каланинчен вĕсем Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлени палăрчĕ. Халăхшăн тумалли ĕçсен чылай пайне икĕ пуçлăх пĕрле татса параççĕ. Халĕ те вĕсем ялти пушар машини юрăхсăра тухнине кура хуçалăхăн бензин турттаракан автомашинине çуса тасатса пушартан сыхланас тĕллевпе ăшă гаража шыв тултарса лартма калаçса талнă.

Пушартан сыхланас тĕллевпе ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен профилактикăлла ĕçсем туса ирттернĕ. Ялта ниçта та ĕçлемен, пĕччен пурăнакан çынсем 20-ĕн, унсăр пуçне ăнăçсăр çемьесем те тĕл пулаççĕ. Ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрле пурин килне те çитсе уйрăмшарăн ăнлантару калаçăвĕсем ирттернĕ. Хальхи вăхăтра ытларах пушар хăрушлăхĕ пăшăрхантарать. Ку ыйтупах Госпожнадзорăн районти уйрăмĕн начальникĕ Д.Григорьев, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, милицин участокри уполномоченнăйĕ А.Васильев, район дерутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Н.Зайцев (Шăхаль округĕ), М.Пуклаков (Вăрмар округĕ) - иккĕшĕ те Шăхаль ялĕнчен тухнă ятлă-сумлă çынсем - тухса калаçрĕç. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов хăйсен ял тăрăхĕнчи ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. «В.Павлов» хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхĕ - Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Павлов Мăнçырма ялĕнче кустри пушар деповĕ туса хурасси пирки сăмах тапратрĕ. Унăн сăмахне çирĕплетсе Н.Зайцев депутат пушар машинине тытса тăма тесе кăштах та пулин укçа уйăрасси çинчен шантарчĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ, сăмах каларĕ. «Пушартан асăрханассипе туса ирттермелли ĕçсем питех те нумай. Пирĕн вара пĕр çитменлĕхе те куçран вĕçертмелле мар. Пурте çине тăрса пĕрле ĕçлемелле вара тин инкексем те сахалтарах пулĕç. Пушар халăх пухăнасса кĕтсе тăмасть, хăй çулĕ çинчине пурне те тĕппипех пĕтерет, çавăнпа та пурин те çав тери асăрхануллă пулмалла», - терĕ Константин Владимирович хыттăнах асăрхаттарса.

Инкек куçа курăнса килмест, пулса иртнĕ инкекрен пĕтĕмлетÿ туса ларăва хутшăннисем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.



19 ноября 2010
00:00
Поделиться