Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сÿтсе явмалли чылай

Районта иртнĕ информаци кунĕ питĕ интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Малтанах палăртнă йĕркепе республикипех, çав шутра пирĕн районта та, çак кун физкультурăпа спорт комплексĕсен ĕçне эффективлăрах йĕркелессине, 2010 çулхи 9 уйăх хушшинче налуксем пуçтарăннине, ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикин Обществăлла палати çинчен» Указне пурнăçланине сÿтсе яврĕç. Вăрмар район шайĕнче вара халăхпа тĕл пулу ирттернĕ май çĕнĕ ыйтусем çуралчĕç. Ĕçлĕ ушкăнсем 4 еннелле тухса кайрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин спорт тата физкультура секторĕн заведующийĕ Л.Агапова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов хула тăрăхĕн администрацине, Вăрмарти ачасемпе çамрăксен А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулне, «Илем» физкультурăпа спорт комплексне çитсе курнă.

Аслă Чак ял тăрăхĕнче пулнă ĕçлĕ ушкăн членĕсем: район пуçлăхĕ В.Павлов, райадминистрацин ĕçĕсен управляющий-юрист, контрольпе организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Усов, Федераллă службăн ЧР патшалăх статистикин руководителĕн çумĕ Л.Егорова информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене ялти шкул коллективĕпе сÿтсе яврĕç. Районта «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ пурри савăнтарать. Анчах шкул ачисем, уйрăмах ялтисем, унта кашни кун çитеймеççĕ. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ачасем бассейна час-часах çÿремен районсене палăртнă чухне Вăрмар районне те асăнса хăварнă. Ÿлĕмрен урăхларах пулĕ, ачасене поселока çирĕп графикпе шкул автобусĕсем илсе çитерĕç. Çак тĕллевпе шкулсенчи автобуссене бензинпа тивĕçтерме 25 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен кулленхи ĕçĕ - халăхăн ыйтăвĕсене татса парасси. Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.Ивановăн, «АгроЧаки» хуçалăх директорĕн, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн В.Ивановăн ĕçлес кăмăлĕсем пысăк, анчах пĕр ыйту кансĕрлет - укçа çитмест. Ялти Культура çурчĕ юсава кĕтет. Çитес вăхăтра культура вучахне модернизацилемелли майсем пулма пултарасси пирки каларĕ райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăй те купăс калама ăста, хуçалăх директорĕ вара - юрлама. Апла пулсан концерт йĕркелеме те çăмăлрах. «АгроЧаки» хуçалăх директорĕ Владимир Петрович ял çыннисене çапла калать: «Эсир пирĕн патне çăхавпа мар, тÿрех сĕнÿсемпе килĕр. Кун пек ĕç те малалла кайĕ. Пĕрле сÿтсе явсан, канашласан аванрах». Кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ уйра тăрăшакан трактористсене.

Аслă Чак ялĕнчи икĕ хутлă ача сачĕ пулнă çуртра халĕ юсав ĕçĕсене вĕçлесе хăтлăх кĕртмелли юлнă. Кĕçех кунта Арапуçĕнче вырнаçнă «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденийĕ вырнаçĕ.



19 ноября 2010
00:00
Поделиться