Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йăлт хамăр алăра

Декабрĕн 1-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли кун. Çавна май ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çак чирпе кĕрешмелли вунă кунлăх иртет. СПИД çĕр чăмăрĕ çинче мĕнпур çĕршыва ярса илнĕ. Куллен иммунодефицит вирусĕ 16 пин çынна ерет.

Чăваш Республикинче сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 1170 ВИЧ - инфекциллĕ çынна регистрациленĕ, çав шутра кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче - 92, иртнĕ çул çак вăхăт хушшинче - 96 чирлĕ çынна шута илнĕ. 2010 çулхи 9 уйăх хушшинче 27-шĕ вилнĕ. Вăрмар районĕнче 6 ВИЧ - инфекциллĕ çынна тупса палăртнă, 2 чирлĕ хĕрарăмран 2 ача çуралнă. Раççейри ытти регионпа танлаштарсан Чăваш Республикинче ВИЧ сарăлăвĕн шайĕ пĕчĕк. Вăрмар районĕнче те, ытти районсемпе илсен - чир сарăласси ытлах аталанман.

Хальхи вăхăтра, шел те, организма лекнĕ вирусран хăтăлма пулăшакан препарат çук. ВИЧпа аптăракансен ĕмĕр тăршшĕпех хăйсене çирĕп йĕркере тытма, эмелсемпе вăхăтра усă курма тивет. Çапла майпа çеç чирлĕскер чылай хавшамасăр пурăнма пултарать. ВИЧ-инфекци çыннăн иммунитет, нерв тытăмне сиенлетекен ретровирусран пуçланать. Иммунитет дефицичĕн вирусĕ юнра, ар шĕвекĕнче, хĕрарăмăн сĕтĕнче пулать. Вăл чирлĕ çыннăн биологи шĕвекĕ урлă сывă çынна ÿтĕн лăймакаллă сийĕ тата суранланнă вырăнĕ урлă ерет.

Çакă виçĕ мелпе пулса иртет:

1. Ар çыхăнăвĕ урлă. Çакнашкал хутшăнăва кĕни арçыншăн та, хĕрарăмшăн та хăрушă.

2. Юн урлă. Ку тĕлĕшпе наркомансем малта тăраççĕ. Вĕсем пĕр шприцпах темиçен усă кураççĕ.

3. ВИЧ чирлĕ амăшĕнчен пепке варта чухне, çуралнă вăхăтра е кăкăр ĕмĕртнĕ тапхăрта ерме пултарать. Пулас амăшĕ тата варти ача хими профилактикин виçĕ тапхăрĕ витĕр тухсан çеç ача сывă çуралас шанчăк пур. Кунашкал ачасене кăкăр ĕмĕртмеççĕ.

Алă тытнипе, ыталанипе, ÿсĕрсен, пĕр туалета, ваннăйне çÿресен, шыва кĕнĕ чух, чĕр чун е хурт-кăпшанкă çыртнипе чир ермест.

СПИДпа кĕрешмелли вунăкунлăх хушшинче пирĕн районта та тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Кашниех хăй ирĕкĕпе Вăрмарти тĕп больницăна килсе тÿлевсĕр майпа тест витĕр тухса ВИЧ-инфекци пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме пултарать. Районти шкулсенче ачасемпе, вĕрентекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе СПИД профилактики пирки, сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе лекцисем, калаçусем, медицина ĕçченĕсемпе те семинарсем иртеççĕ.

Хăвăра тĕрĕслесе пăхма ан ÿркĕнĕр.



26 ноября 2010
00:00
Поделиться