Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куç тулли телей

Çак ырă чунлă, ăш-пиллĕ хĕрарăма тĕл пулмассерен пурте кăмăллăн сывлăх сунса пуç таяççĕ. Валентина Никифоровна Александрова пысăк тавра курăмлă, пурне те пĕлме ăнтăлакан чăваш хĕрарăмĕ. Мана, тăван ял ĕçченĕсен кун-çулĕпе кăсăкланнă май, Валя аппан шăпи интереслентерчĕ.

Ачалăхĕ унăн хăрушă вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Мĕн тăвăн, вăл вăхăтра çуралнисен шăписем пурин те пĕрешкел. Çурăм тарличчен ĕçлемесен хырăма тăрантма çуккине пĕчĕкренех ăнланса ÿснĕ. Амăшĕ, Вера Максимовна, колхозри пĕр ĕçрен те юлман. Ачисем - Толя, Валя, Роза - кĕлте çыххи туса çурла тытса вырма ытла та ир вĕреннĕ.

Ашшĕпе амăшĕ, Никифор Васильевичпа Вера Максимовна, ачисене хăйсен ĕçченлĕхне, тараватлăхне, чун ăшшине панă. Лăпкăлăх, тăнăçлăхпа ыр кăмăллăх хуçаланнă яланах вĕсен килĕнче. Кăкăр тулли орден-медальсемпе таврăннă паттăр салтак. Н.Васильев вăрçă суранĕсене пула пурнăçран ытла та вăхăтсăр уйрăлать. Кил хушшинчи мĕн пур ĕç Вера аппапа ачисем çине тиенет. Уроксем хыççăн ачисем амăшне пулăшма чăх фермине чупнă. Шкулта лайăх вĕренни вĕсене пурнăç çине ăнланса та мал ĕмĕтлĕ пăхма май панă. Толя Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне, Роза пир-авăр техникумне пĕтерсе хăйсен юратнă ĕçĕсенче чылай çул ĕçлесе ырă ят хăвараççĕ. Шел, халĕ ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те пирĕн хушăра çук. Валя 1958 çулта Пысăк Енккасси вăтам шкулне лайăх паллăсемпе пĕтерсе малалла вĕренме тĕллев тытать. Анчах та вăл вăхăтра вырăнти ертÿçĕсем хуçалăхра 2 çултан кая мар ĕçлемесĕр ялтан кайма ирĕк паман. Унăн ялти вăтам шкул столовăйне ĕçе вырнаçма тивет. Техĕмлĕ, тутлă апат пĕçерес ĕç Валентинăна килĕшет. 1 çул хушши Шупашкарти коопераци техникумĕ çумĕнче йĕркеленĕ курсра вĕренни унăн ĕçри пултарулăхне, апат-çимĕç хатĕрлес вăрттăнлăхĕсене татах та ытларах пĕлме пулăшать. Ачасен савăк кулли, вĕренÿри çитĕнĕвĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлекенрен чылай килет. Каярахпа куçăмсăр майпа Саранск хулинчи кулинари техникумне пĕтерсе алла технолог техник дипломне илет. 14 çул 700-ре яхăн шкул ачи валли апат хатĕрлемелле пулнă.

Каярахпа тивĕçлĕ канăва тухичченех совхоз ĕçченĕсене хăй хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйланă. Ĕçри тăрăшулăхне кура ăна совхоз дирекцийĕ, районти ял хуçалăх управленийĕ вуншар Хисеп хучĕ парса чысланă. Унăн кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» медальпе пĕрле «Социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн», «Ĕç ударникĕ» паллăсем илем кÿреççĕ. Карăкçырма яш каччи, совхоз шоферĕ Унюк Мишши, çавнашкал ĕçчен мăшăрпа пурăннишĕн пĕрре те ÿкĕнмен. Алла-аллăн тытăнса 40 çул хушши пĕрле туслă пурăннă. Пилĕк ачана кун çути панă вĕсем, пепкисене тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ, Саша, мĕн пĕчĕкрен салтак пакунĕсене килĕштернĕ. Халĕ вăл - полковник, Раççей çарĕнче хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Сăмах май, Александр Михайлович Карăкçырма ялĕнче çуралса ÿснисенчен виççĕмĕш полковник. Иккĕмĕш ывăлĕшĕн, Сергейшăн, куç хупмасăр иртнĕ каçсем асрах-ха. Çар тивĕçне сăртлă-туллă тата пăлхануллă Афганистан çĕршывĕнче 2 çул хушши пурнăçланă. ВЛКСМ Тĕп комитечĕн тав хучĕсемпе пĕрле ытти тĕрлĕ çар наградисене тивĕçет интернационалист-салтак. Мирлĕ пурнăçра та культура фронтĕнче тĕрлĕ смотрсемпе конкурссенче кĕрешсе дипломант, лауреат ятсене çĕнсе илет. Республикăри Культурăпа çутĕç училищине пĕтерсе Карăкçырмари Культура çуртĕнче ял ĕçченĕсен канăвне йĕркелес ĕçре тăрăшулăх кăтартать. Хальхи вăхăтра предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ. Хĕрĕ, Галя, Вăрмарти çĕвĕ фабрикинче тăрăшать. Слава тĕп хулари промышленноç тракторĕсем тăвакан заводра малта пыракан ĕçчен. Алеша, Хусанти ял хуçалăх академине пĕтерсе тăван Шупашкартах тĕпленнĕ.

Ачисемпе, кинĕсемпе, мăнукĕсемпе чăннипех те савăнать Валя аппа. Вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать, пушăрах вăхăтра илемлĕ литературăпа интересленет. Упăшки, Миша пичче, ачисемпе мăнукĕсен ырлăхĕпе нумаях савăнаймарĕ, йывăр чир унăн кун-çулне вăхăтсăр татрĕ.

Килте пĕчченех пурăнать пулин те пуçне усмасть Валентина Никифоровна ĕç ветеранĕ. Ачисем тăтăшах килсе пулăшаççĕ ăна.

« Манпа ачасем яланах кăмăллă та вашават, сивĕ сăмахпа кÿрентермеççĕ. Вĕсем эпĕ ăс панине яланах итлеççĕ, - савăнăçне пытармасть вăл. - Çакăнта эпĕ хамăн телее куратăп».



26 ноября 2010
00:00
Поделиться