Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăх - çамрăк ăрура

«Хĕвелпи» ача сачĕ 1979 çулта уçăлнă. Ăна И.Григорьев «Дружба» колхоз председателĕ пулнă чухне хăпартса лартнă. Унăн заведующийĕ пулса чылай çулсем Юлия Кирилловна Григорьева тăрăшса вăй хунă. Малтанхи çулсенче ача садĕнче 4 ушкăн йĕркеленĕ. Ун чухне ачасен шучĕ те нумай пулнă, 104 ача таранах çитнĕ. Каярахпа вара 3 ушкăн юлнă. Халĕ те пĕр çултан пуçласа виçĕ çул таранхисем - 16, виçĕ çултан пуçласа пилĕк çулчченхисем те - 16, пилĕк çултан пуçласа çичĕ çулчченхисем 15 ача çÿреççĕ. Вĕсене 3 воспитательпе воспитательсен 3 пулăшуçи пăхса тăраççĕ. Акă Людмила Германовна Федоровăпа Елена Петровна Ефремова воспитатель ĕçĕнче 30 çула яхăн тăрăшаççĕ. Елена Петровна мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Энĕшпуç ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Канашри педучилищĕне пĕлÿ пухма кĕрет. Алла диплом илсен Чупайĕнчи ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Хальхи вăхăтра Елена Петровна аслă ушкăнрисене шкул çулне хатĕрлет. Юратаççĕ ăна ачасем. Хăй те вĕсемпе яланах ырă кăмăллă та сăпайлă. Ачасене шкул çулне хатĕрленĕ май, вĕсемпе занятисене те тĕрлĕ енлĕ ирттерме тăрăшать. Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани панипе пĕрлех учительсен пĕлĕвне ÿстерекен Шупашкарти институтра та хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессипе тимлет. Çавăнпа кашни занятийĕ хăйне евĕрлĕ, интереслĕ те усăллă иртет. Занятисемсĕр пуçне вĕсем ял тăрăхĕнче пулса иртекен тĕрлĕ пулăмсемпе паллашаççĕ, çывăхра вăрман ÿснĕрен çут çанталăк илемĕпе киленеççĕ, унтан ал ĕç занятийĕсем ирттерме тĕрлĕ япаласем пуçтарса килеççĕ. Уявсенче тăтăшах концертсем лартаççĕ.

Людмила Германовна Федорова та ача сачĕ уçăлнăранпах тăрăшать. Вăл виçĕ çултан пуçласа пилĕк çулчченхи ачасене тавра курăма юратма, ÿкерме, тĕрлĕ ал ĕç тума вĕрентет. Çавăн пекех вăл çамрăк ăрăвăн калаçу аталанăвĕ, пластилинпа ĕçлемелли, пирамидăсем купаламалли занятисем ирттерет. Пĕр ушкăнран тепĕр ушкăна куçнă чухне ачан хăнăху вăхăчĕ пырать. Çавăн чухне вара Людмила Германовна ачасем патне пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсен шухăш-кăмăлне, пăшăрханăвне пĕрле пайлать. Сăмах май каласан, Л.Федорова та Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ. Хăйĕн пурнăçне ачасене воспитани парас ĕçе халалланă.

Чи çамрăк воспитательсен шутне вара Ирина Геннадьевна Гусельщикова кĕрет. Вăл çак ĕçре 13 çул вăй хурать, ачасем те ăна хăйĕн амăшĕ вырăннех хураççĕ тейĕн. И.Гусельщикова чи пĕчĕккисене пăхать. Вĕсене вăл кашăк тытма хăнăхтарать, туалета кайма вĕрентет. Теттесен тĕнчипе те паллаштарать. Ирина Геннадьевна Шупашкарти педучилищĕ, каярахпа Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ патшалăх гуманитари институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă.

Ачасене музыка ăсталăхне вара чылай çултанпа Любовь Васильевна Егорова вĕрентсе пырать. Вăл тĕрлĕ ушкăнрисене юрлама, ташлама, пĕчĕк сценкăсем лартма вĕрентет. Кашни уявсенчех ашшĕ-амăшĕсене, шкул ачисене юрă-ташăпа савăнтараççĕ вĕсем.

Кам-ха хăйсен тĕпренчĕкĕсен пултарулăхне курса савăнмĕ, унпа киленмĕ.



26 ноября 2010
00:00
Поделиться