Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççейĕпе палăрнă Энĕшпуç ял тăрăхĕ

«Влаçăн пĕтĕм шайĕ, федераци, республика, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, пĕр тикĕс ĕçлесен çеç ертсе пыракан тытăм тухăçлă пулма пултарать. Хăй тĕллĕн ĕçлекен, халăхпа тÿрремĕн тачă çыхăннă вырăнти власть обществăри социаллă пурнăçпа политика тăнăçлăхĕн чи кирлĕ тĕрекĕ», - тесе шутлать Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Иванов.

Асăннă ял тăрăхĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă тăрăхсенчен пĕри. Унта Энĕшпуç, Атайкасси, Хуруй ялĕсемпе Энĕшпуç станцийĕ кĕреççĕ. Вĕсенче 1904 çын пурăнать. Ку ял тăрăхĕнче 2 шкул вырнаçнă: пĕри Энĕшпуçĕнчи вăтам, тепри - Хуруйĕнчи пуçламăш шкул. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул çумĕнче «Асамат кĕперĕ» ятлă ача сачĕ ĕçлет. Хуруй, Атайкасси, Энĕшпуç ялĕсенче культура учрежденийĕсем, библиотекăсем, Хуруйĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ, Энĕшпуçĕнче çемье врачĕн офисĕ вырнаçнă. Унсăр пуçне перекет касси, çыхăну уйрăмĕ, райпон лавкки, уйрăм çынсен суту-илÿ вырăнĕсем, 100 номерлĕх автоматла телефон станцийĕ пур. Çавăн пекех ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă предприятисенчен пĕри - «Шоркистринский» производство кооперативĕ ĕçлет.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 6 тăрăшаççĕ. Ял халăхĕ харпăр-хăй хуçалăхне аталантарса ярас тĕллевпе çине тăрсах вăй хурать. Çавăнпа та çăмăллăхлă кредита кăçал 63 çын илнĕ.

«Вырăнти влаçăн чи малта тăракан задачи - граждансемпе яланах тата тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлесси тата вĕсене ял тăрăхĕн террриторийĕнче пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси», - тет Олег Анатольевич пуçлăх вырăнти хăй тытăмлăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарнă май. Çавна май вырăнти халăхпа тачă çыхăнура ĕçлесе вĕсем ял инфратытăмне аталантарассипе 5 çул хушшинче пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçларĕç. Вĕсенчен пĕри - пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçни пулчĕ. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсем кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕ Н.Громова тата З.Изосимова, Н.Сидорова, Л.Исаева медицина сестрисем вырăнти халăха пахалăхлă пулăшу парассипе тимлеççĕ. Çемье врачĕн офисĕ ĕçленипе пĕрлех асăннă ялта тĕслĕх библиотека уçни те ватти-вĕттине пысăк савăнăç кÿчĕ темелле. Хальхи вăхăтра шкул ачисем, аслăрах ăрурисем, çавăн пекех çамрăксем те тĕслĕх библиотекăна йышлă çÿреççĕ. Вĕсене Галина Петровна Семенова çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарсах тăрать.

Çакна палăртмалла: çак ялта инфратытăм аталанăвĕ пысăк вырăн йышăнать. «Пĕр куна юлнă ĕç пин куна юлма пултарать», - текен ваттисен каларăшне манас пулмасть. Çавăнпа та кашни кунах ял тăрăхне хăтлăх кĕртмешкĕн тăрăшмалла. Пĕр вырăнта тăма юрамасть, кашнинчех мĕн те пулса çĕнни, çынна кирлĕ ĕç тума тăрăшмалла», - тет О.Иванов ялти Культура çурчĕ пулакан вырăнпа паллаштарнă май. Хальхи вăхăтра кунта хĕрÿ ĕç пырать. Çанталăк хĕвеллĕ тăнине кура ĕçченсем кăçал Культура çурчĕн никĕсне хывса хăварассипе тăрăшаççĕ. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин хăватлă техники те пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Умлăн-хыçлăн КамАЗ автомашинăсем кирлĕ стройматериалсем турттараççĕ. Вырăнти халăх та Культура çурчĕн никĕсне хывса хăварас тĕллевпе кал-кал ĕçлет.

Асăннă ял тăрăхĕпе паллашнă май мана çакă тĕлĕнтерчĕ: пĕтĕм пысăк калăпăшлă ĕç кунта авалхи чăвашсен ниме йĕркипе пулса пырать. Кун пеккине хальхи вăхăтра ытти çĕрте питех кураймăн. Çак ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех ялти почта çыхăнăвĕн уйрăмне хăпартас ĕç пырать. Хальхи вăхăтра кунта ун çивиттине витессипе тăрăшса вăй хураççĕ. «Кун пек калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ ăçтан тупма пултартăр; - тесе ыйтсан, Олег Анатольевич çапла хуравларĕ: Вырăнти хăй тытăмлăхĕпе çыхăннă республика пĕлтерĕшлĕ программăсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнатпăр, малти вырăнсем йышăнма та пултартăмăр. Акă иртнĕ çул «Яллă вырăнсенче ĕçе чи лайăх йĕркелекенсем» республикăри конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 2008-2009 çулсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕсенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, пĕр степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Вĕсенче çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕне ял инфратытăмне аталантарма яратпăр. Унсăр пуçне пире район администрацийĕ те пулăшу кÿрет. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пирĕн пуçарăва ырлать, май çитнĕ таран пулăшса пырать. Çавăн пекех хамăр ял тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсем те ял тăрăхĕшĕн чылай курăмлă ĕçсемпе пулăшаççĕ,

хавхалантарса пыраççĕ».

Сăмах май çакна палăртмалла: Энĕшпуç ял тăрăхĕ республикăра ирттерекен тĕрлĕ конкурссене çеç мар, Раççей шайĕнче те малти вырăнсене йышăнать. Раççей МЧСĕн Атăлçи федераллă округĕн регионти центрĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче халăха хăрушсăрлăх йĕркипе тивĕçтерес енĕпе хăш муниципалитет лайăх ĕçленине палăртас енĕпе ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ял тăрăхĕ пулнă май ял тăрăхĕн администрацийĕ пушар хăрушсăрлăхне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май кунта пушара хирĕç кĕрешес енĕпе депо туса хунă, 2 пушар машини пур. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем яланах сыхă тăраççĕ. Ял халăхне тĕрлĕ хыпарсем пĕлтермешкĕн вырнти радио та ĕçлет.

Кăçал райпон лавкки те çĕнелчĕ. Халĕ кунта тавара ирĕклĕ майпа туянма пулать.

Тирпей-илем кĕртесси - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен чи малтанхи пурнăçламалли ĕç. Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те кунти ял халăхĕ. Уйрăм çурта, урама, халăх канакан вырăна хăтлăх кĕртессипе тăрăшаççĕ вĕсем. Пăхатăн та, ялăн тĕп урамĕн икĕ айккипе чечексем лартмашкăн ятарласа тимĕртен конструкцисем вырнаçтарнă. Яла илем кÿрекен вырăнсенчен пĕри - фонтан. Вăл çуллахи вăхăтра пĕр чарăнмасăр ĕçлет. Çакăнпа ял халăхĕ питĕ кăмăллă. Цивилизаци тени аякри яла та çитме пултарчĕ. Ял тăрăхĕнче каçхи вăхăтра та кăнтăрлахи пекех çутă. Кунта пур урамсене те электричество энергине перекетлекен лампăсем лартса тухнă. Хĕллехи вăхăтра кунта çамрăк ăру валли каток йĕркелеççĕ. Шкулăн спорт залĕ те каçхи вăхăтра пушă тăмасть, тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ. Вĕсенче çамрăксем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.

Юлашки çулсенче пирĕн республикăра чиркÿсем хăпартассипе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Ĕненÿ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарать. Энĕшпуçĕнчи Иоанн Богослов чиркĕвĕ тĕрлĕ самана нушисене курнисенчен пĕри темелле. Аслă праçниксенче кунта халăх йышлă пухăнать, Иоанн настоятель вĕсемпе кĕлĕ ирттерет, аслă ăрăва, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет, чăваш халăхĕн чун тасалăхне, ĕненĕвне чĕртсе тăратассишĕн нумай тăрăшать.

«Çамрăксем тăван яла таврăнса ял хуçалăх отрасльне аталантарса ярас шанчăк пур-ха. Ялти çамрăк çемьесене Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă программипе килĕшÿллĕн пулăшса пырассине те айккинче хăвармастпăр. Кăçал «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа ялта пурăнакан тата ĕçлекен 2 çемье кил-çурт çавăрма каялла тавăрса памалла мар патшалăх пулăшăвĕ илнĕ», - терĕ О.Иванов.

Пирĕн республикăра çын ĕçлеме юратнине вăл тытса пыракан хуçалăха кура хаклаççĕ: енчен те çурт хитре пулсан, садĕнче, кил-çурт çумĕнчи территорире тирпей-илем хуçалансан унта хисепе тивĕçлĕ чăн-чăн хуçа пурăнать, унпа ĕçлеме пулать. Шăпах çакăн пек тивĕçлĕ, пуçаруллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕсенчен пĕри вăл - Олег Анатольевич Иванов. Ĕмĕт-тĕллевĕсем унăн иксĕлми. Апла пулсан ял малашне те çирĕп аталанса пырасса шанас килет.



26 ноября 2010
00:00
Поделиться