Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тирпей-илем кĕртеççĕ

Кашни çулах кунти ĕçченсем участоксене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе ĕçлеççĕ. Ача садĕнче чÿречесене пластик кантăкпа улăштарнă, алăксене çĕнетнĕ. Унсăр пуçне ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă, ача сачĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, хапха тунă. Шал енчен пĕтĕмпех сăрланă. «Хĕвелпи» ача сачĕн картишĕнче шăпăрлансем валли ятарласа тепĕр участок йĕркеленĕ, унта çĕнĕрен веранда хăпартса лартнă. Кашни участока хăйне евĕрлĕ илем те хăтлăх кÿнĕ. Çуллахи вăхăтра ача сачĕ илемлĕ чечексен ăшне путать тейĕн. Мĕн тĕрлĕ чечексем ÿсмеççĕ-ши кунта. Вĕсене ача сачĕн ĕçченĕсемпе кунта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем лартаççĕ.

Ачасем участоксенче выляса хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Воспитательсем çамрăк ăрупа кашнинчех уçă сывлăшра гимнастика ирттереççĕ, çуллахи вăхăтра вара шывпа çăвăнаççĕ, çан-çурăмне пиçĕхтереççĕ. Ачасен вылямалли пÿлĕмĕсене те капăрлатнă, çĕнĕ йышши сĕтел-пукан туяннă. Стенисене юмах тĕнчин илемлĕ сăнарĕсемпе хитрелетнĕ, чÿрече саккисенче илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Вĕсене вара кунти ачасем пăхса тăраççĕ. Çамрăк ăрăвăн канмалли пÿлĕмĕсене те хăтлăх кĕртнĕ.

Музыка занятийĕсене ирттермешкĕн ятарлă пÿлĕм пур кунта. Вĕсене сăвă-юрă тĕнчипе Любовь Васильевна Егорова паллаштарать.



26 ноября 2010
00:00
Поделиться