Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Творчествăри пĕрремĕш утăмсем

Аслă ушкăнри ачасемпе Е.Ефремова воспитатель вĕсен ăс-хакăлне пуянлатмашкăн тĕрлĕ конкурссем ирттерет. Акă ку хутĕнче «Çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕ» творчествăлла конкурс ирттерчĕ. Кашни ача унта хутшăнса хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ. Хăш-пĕр интереслĕрех самантсемпе пире Елена Петровна паллаштарать.

Аня Иванова каланинчен: «Ирхинеччĕ ун чухне. Чÿречерен пăхрăм та - тавралăх шап-шурă. «Пĕрремĕш юр!» - кăшкăртăм эпĕ савăннипе. Хăвăрт тумлантăм та Полина патне васкарăм. Кĕçех эпир хамăр патĕнчи тăвайккинче ярăнма тытăнтăмăр. Пире курса Коля, Даша, Кирилл та çунасене туртса килчĕç. Пурте хаваслăн ярăнтăмăр, савăнтăмăр. Умра - хаваслă, шап-шурă тумлă хĕл. Эппин, ярăнмалли кунсем чылай пулĕç».

Рита Васильева каланинчен: «Пĕрремĕш юр: Манăн чун хĕпĕртет. Тавралăх шап-шур кавирпе витĕннĕ. Эпир часах ачасемпе урама тухрăмăр. Юр чăмакки туса пĕр-пĕрне перетпĕр, вылятпăр, кулатпăр. Çакăн пек лайăх çанталăкра пÿрте кĕрес те килмест. Йĕп-йĕпе пултăмăр. Анне вăрçать пулин те, эпир тытмалла вылятпăр. Çапла иртрĕ пирĕн канмалли кун. Ыран ача садне каятăп. Унта хамăн юлташсене курăп, участокра вĕсемпе вылятăп. Эпир ачасемпе кайăксем валли апат хатĕрлесе сырăшсем çине хуратпăр. Вĕсем мĕнле апатланнине аякран тишкеретпĕр».



26 ноября 2010
00:00
Поделиться